Ҫур ӗмӗр пӗр ҫемьере

Тукай ялӗнче пурӑнакан Альбина Алексеевнӑпа Илья Павлович Казаковсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа ҫак кунсенче ҫур ӗмӗр ҫитрӗ.

Илья ялти шкулта 8 класс пӗтерсен тӑван тӑрӑхран аякка, Свердловск  облаҫне малалла пӗлӳ илме кайни, пирӗн тӑрӑхшӑн урӑхлӑрах туйӑнакан  чукун ҫул ҫинче ӗҫлекен профессине суйласа илни тӗлӗнмелле те пек. Ун чухне ҫамрӑка романтика илӗртнӗ-ши, пӗр шикленмесӗрех инҫе ҫула тухнӑ. Вӗренсе пӗтернӗ  хыҫҫӑн тӑванла Монголи Халӑх Республикине уйӑха чукун ҫул хума кайса килнӗ. Ҫартан таврӑнсан та пӗр вӑхӑт хӑй суйласа илнӗ ӗҫрех тӑрӑшнӑ. Анчах та тӑван тӑрӑх, ҫуралнӑ ял хӑй патнех туртнӑ пулӗ, Илья Павлович ҫывӑх вырӑнсене таврӑннӑ.

«Заря» колхозра ӑна хапӑлласах кӗтсе илнӗ, техника шанса панӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра вӑл Ҫӗнӗ Мӑрат хӗрӗпе Альӑпа паллашать. А.Васильева вӑл вӑхӑтра колхозра дояркӑра ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ Мӑратри комсомолец-дояркӑсем сӗт сӑвас енӗпе районта палӑрса тӑнӑ. Коллективра пурте ҫамрӑксем пулнӑран социализмла ӑмӑртура тӑтӑшах ҫӗнтерӳҫӗсен ретӗнче пулнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ 23 ҫулхи хӗр «Ӗҫри паттӑрлӑхшӑн. В.И.Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа» юбилей медальне тивӗҫнӗ.

Ильяпа Аля пӗр-пӗрне килӗштернӗ. 1974 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнче вара Тукай тата Ҫӗнӗ Мӑрат халӑхӗ туйра савӑнса  ҫӗнӗ мӑшӑр ҫуралнине паллӑ тунӑ. Илья Павлович ирсерен Ҫӗнӗ Мӑратри машинӑпа трактор паркне ҫул тытнӑ, Альбина Алексеевна Тукайри сысна фермине васканӑ. Пӗр-пӗрне юратакан мӑшӑр колхоз производствине те ӗлкӗрнӗ, килти хуҫалӑхри ӗҫсене те пӗрле пурнӑҫланӑ. Ҫемьере килӗшӳпе тӑнӑҫлӑх хуҫаланни вӗсене хавхалану кӳнӗ.

И.Казаков вырма вӑхӑтӗнче «хир карапӗ» ҫине ларнӑ, ҫулталӑкӑн ытти вӑхӑтӗнче тракторпа тӑрӑшнӑ. Вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче колхозри механизаторсен  пушӑ вӑхӑт пулманпа пӗрех. Кулленех рейса тухма тивнӗ. Илья Павлович хӑйне шанса панӑ техникӑна яланах юсавлӑ тытнӑ. Ҫавӑнпа та ӗҫ тухӑҫлӑхӗ те пысӑк пулнӑ.

Альбина Алексеевна та хӑйӗн хастар ӗҫӗпе хуҫалӑхра ҫеҫ мар, районта та ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Акӑ, 1982 ҫулта вӑл районта «Чи лайӑх сысна самӑртакан» ята тивӗҫнӗ. Вӑл 1728 пуҫ сысна самӑртнӑ, выльӑхсем талӑксерен  527-шер грамм ӳт хушса пынӑ. Ку кӑтартусем тӑрӑшулӑхсӑр пулман. Шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлама мӗн ҫамрӑкран хӑнӑхнӑскер выльӑхсене тулӑх тӑрантарма тӑрӑшнӑ. Вӑл ҫулсенче фермӑра ӗҫлеме  ҫӑмӑлах пулман.  Чылай ӗҫе алӑ вӑйӗпе тума тивнӗ. Апла пулин те ӳркенсе тӑман.

Каярахпа та, Тукайсем  «Заря» колхозран уйрӑлса тухсан, мӑшӑр мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗнче тӑрӑшнӑ. Кунта та хӑйсен хастар ӗҫӗпе ыр ят ҫӗнсе илнӗ.

Илья Павловичпа Альбина Алексеевна ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн колхоз, кооператив правленийӗсен Хисеп грамотисене, хаклӑ парнисене тивӗҫнӗ. Патшалӑх наградисем те пур вӗсен.

Пултаруллӑ мӑшӑр ҫӗнӗ ҫурт-йӗр туса лартнӑ, хуралтӑсем ҫавӑрнӑ. Ҫемьере те йыш хушӑнса пынӑ.  Вӗсем тӑватӑ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Шел пулин те, пӗр ывӑлӗ йывӑр чире пула вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ. 7 мӑнукӗ чунтан савӑнтараҫҫӗ вӗсене.

Хальхи вӑхӑтра Казаковсем иккӗшех пурӑнаҫҫӗ. 70 ҫултан иртнӗ пулсан та, выльӑх- чӗрлӗх, хур-кӑвакал усраҫҫӗ, пахчара тӗрлӗ ҫимӗҫ туса илеҫҫӗ. Ӗмӗрӗсем ӗҫре иртнӗ те, ватлӑхра та алӑ усса ларма пултараймаҫҫӗ. Малашне те вӗсен пӗр-пӗрне ӑнланса, упраса пурӑнмалла пултӑр.

Юрату, килӗшӳ Казаковсене вӑй-хӑват парса тӑтӑр, нумай-нумай ҫул пурӑнма хавхалантартӑр.

Валентина Макарова,

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *