Воскресенье, 19 мая

Пӑлхавра пӗр айӑпсӑррисем те шар курнӑ

Пӑлхавра пӗр айӑпсӑррисем те шар курнӑ

Кӑҫал Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитет. Шӑпах 1921 ҫулхи Чаппан вӑрҫи вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ ҫынсене асӑнса Аслӑ Каҫал ялне Комсомольски ят панӑ.

Ҫураки валли вӑрлӑх хатӗрлессипе кӑмӑлсӑр пулнӑ хресченсем январь уйӑхӗн вӗҫӗнче Аслӑ Каҫал ялӗнче пӑлхав пуҫланӑ. Урса кайнӑ халӑх Василий Сергеевич Аржанухина, Клавдия Ивановна Кречетниковӑна, Александр Семенович Максимова, Семен Савельевич Новикова, Дмитрий Данилович Павлова, Александр Васильевич Соловьева тискеррӗн вӗлернӗ.

Петропавловскипе Кречетникова Аслӑ Каҫал ялне кунти шкулта иртнӗ учительсен семинарӗн ӗҫне хутшӑнма килнӗ пулнӑ. Новиковпа Соловьева вулӑса вӑрлӑх пуҫтарассине йӗркелес ыйтӑва татса пама янӑ. Аржанухин халӑхпа политикӑлла ӑнлантару ӗҫӗсем ирттерме ҫитнӗ. Максимов вулӑсри Советра ӗҫленӗ. Павлов вӗрентӳ пайӗн заведующийӗ пулнӑ.

Пӑлхава путарма Йӗпреҫрен 150 салтак килсе ҫитнӗ. Вӗсем  Аслӑ Каҫал ялне хупӑрласа илнӗ, вулӑс кантурӗнче пулнӑ хресченсене персе пӑрахнӑ. Тӗпчев ӗҫӗсем пуҫланнӑ, чылай хресчене судсӑрах персе вӗлернӗ.  Ман шутпа, 60 ытла ҫын пурнӑҫне татнӑ. 40 ытла арҫынпа хӗрарӑма репрессилесе ӗҫлесе юсанмалли лагерьсене ӑсатнӑ.

Персе вӗлернисем хушшинче Урмаелӗнчи  мӑсӑльман тӗнне тытса пыракан 35 ҫын, тӗрлӗ ялсенчи православи тӗнӗпе пурӑнакан 26 ҫын пулнӑ. Вӗсене Кӗтне юханшывӗ хӗрринчи выльӑх масарӗ ҫывӑхӗнче пурне те пӗр шӑтӑкра, кӗлӗ тумасӑр, пытарнӑ.

1992 ҫулта пӑлхава хутшӑннӑ пур ҫынна та, вӑл шутра персе вӗлернисене те, 1991 ҫулхи октябрӗн 18-мӗшӗнчи «О реабилитации жертв политических репрессий» саккунпа килӗшӳллӗн реабилитациленӗ. 2006 ҫулта Чӑваш Республикин влаҫ органӗсем те ҫав йышӑнӑва тунӑ, инкек курнисен тӑванӗсене компенсаци тӳленӗ.  Раҫҫейре октябрӗн   30-мӗшне политика репрессийӗсенче шар курнисене асӑнмалли кун тесе палӑртнӑ.

2015 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче РФ правительстви «О концепции государственной политики по увековечению памяти жертв политических репрессий» саккун йышӑннӑ. Унта политика репрессийӗсене пула вилнисене нумайӑн пытарнӑ вырӑнсенче асӑну вырӑнӗсем тумалли пирки каланӑ. Вӗсем ҫинчен ытларах пӗлес текенсем валли архивсен алӑкӗсем уҫӑ пулмаллине палӑртнӑ. Нумай ҫынна пытарнӑ вырӑнсене тӗпчесси пирки те асӑннӑ.

2009 ҫулта Раҫҫей Президенчӗ пулнӑ Дмитрий Медведев политика репрессийӗсене пула шар курнисене асӑнмалли кун Сталин репрессийӗсенче миллионшар ним айӑпсӑр ҫын вилнине палӑртнӑ. Вӗсене асра тытмалли ҫинчен асӑннӑ.

Чӑваш Республикинче Чаппан вӑрҫи иртнӗ округсенче ҫак пӑлхавра пӗр айӑпсӑр вилнӗ ҫынсен ячӗпе асӑну сооруженийӗсем вырнаҫтарнӑ. Пирӗн   округра та ҫак енӗпе шутласа пӑхсан аванччӗ. Вӗсем вӑл вӑхӑтри политика лару-тӑрӑвне пула пӗр айӑпсӑр шар курнӑ-ҫке. Вулакансем, эсир кун пирки мӗн шутлатӑр?

Валерий Павлов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *