Кӗнеке парнелӗр

Кӗнеке парнелӗр

Комсомольски муниципаллӑ округӗн хисеплӗ ҫыннисем! «Кӗнеке — чи лайӑх парне» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пирӗн кулленхи пурнӑҫа ҫирӗп кӗрсе вырнаҫрӗ. Апла пулсан, чи лайӑх парнен хӑйӗн кунӗ пулмалла. Вӑл тӗнче шайӗнчи статуслӑ пулсан тата аванрах. Шӑп ҫав уявра, февралӗн 14-мӗшӗнче, округри библиотекӑсенче  «Юратса кӗнеке парнелӗр» акци иртет. Акци ыттисене те кӗнеке вулама май паракансене пурне те пӗрлештерет. Кашнийӗн килӗнчех вуласа тухнӑ ҫӗнӗ кӗнекесем пур. Вӗсене тусан пусса ан вырттарӑр, вулавӑша парнелӗр!

Асӑннӑ акцин тӗп шухӑшӗ — ҫынсене пӗр-пӗрне лайӑх кӗнекесем парнелеме хавхалантарасси тата кӗнеке хӑйӗн хаклӑхне ҫухатманнине, унчченхи пекех актуаллӑ парне пулса юлнине аса илтересси. Кӑларӑмсем ҫӗнӗ пулмаллине асӑрхаттаратпӑр. Политика тата агитаци литературине, кивелнӗ справочниксене, памяткӑсене, инструкцисене илсе килмелле мар.

Кӗнекесене эпир хаваспах йышӑнатпӑр, парне кӳрекенсене чун-чӗререн тав тӑватпӑр, мӗншӗн тесен кӗнекесен пӗр пайӗ фонда комплектлама каять. Парнесене пула вулавӑшсем кӑсӑклӑ кӑларӑмсемпе пуянланаҫҫӗ.

Уҫӑ кӑмӑллӑх, чунлӑх, кӗнекесене юратни ҫынна илем кӳрет. Библиотекӑсен алӑкӗсем сирӗншӗн яланах уҫӑ! Парне тума васкӑр, кӗнекесем ытти ҫынсене усӑ кӳччӗр. Библиотекӑра вӗсем хӑйсен пархатарлӑ вулаканӗсене тупӗҫ.

Любовь МОРОЗОВА,

библиограф.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *