Чӑн-чӑн Турӑ суйласа илнӗ ҫын

Эпир, Шурут тата Тукай ялӗсенче пурӑнакансем, хамӑр патра ӗҫлекен Леонтий атте (Акчурин) ҫинчен ҫырса кӑтартасшӑн.

Леонтий аттене Шурут чиркӗвне 2021 ҫулта шанса пачӗҫ. Ҫак тапхӑрта вӑл пуҫарнипе, Ҫӳлти Аттемӗр пулӑшса пынипе чиркӳре питӗ нумай юсав ӗҫӗ туса ирттернӗ. Леонтий атте килнӗренпе чиркӗве ҫӳрекенсен йышӗ те ӳсрӗ. Хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансем кӑна мар, аякри ялсенчен те  ҫӳреҫҫӗ. «Эпир кунта тӗне кӗнӗ, ачасене ят хунӑ, чун ҫакӑнтах туртать», — теҫҫӗ. Халӑх чиркӗве йышлӑн ҫӳрени пӗтӗмпех Леонтий аттерен килет, юрлакансен тӳпи те пысӑк.

Священник — ялти чи курӑмлӑ ҫынсенчен пӗри. Унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ йӑлтах халӑх куҫӗ умӗнче. Прихожансемпе вӑл кӑмӑллӑ, ӑшшӑн та чун-чӗререн калаҫать, чылайӑшӗн пурнӑҫне аван пӗлсе тӑрать. Ваттисен ҫуртне те час-часах ҫитет. Леонтий аттен кӗлли питӗ хӑватлӑ. Нумай ҫын ун патне килсе тав сӑмахӗсем калать. Хӑй ҫамрӑк пулсан та, ун патне тӗрлӗ ыйтупа пырса вӗсен хуравне тупма пулать. Чӑн-чӑн Турӑ суйласа илнӗ ҫын!

Пачӑшкӑ кӗлӗ хыҫҫӑн калакан проповедьсене халӑх яланах тимлесе итлет. Ачасем те чиркӗве хаваспах ҫӳреҫҫӗ. Христос ҫуралнӑ кунра кашни ҫулах учительсем тӑрӑшнипе шкул ачисем чиркӗве пырса сӑвӑсем каласа тата юрӑсем юрласа Турра мухтаҫҫӗ. Ырӑ кӑмӑллӑ Леонтий аттемӗр вара вӗсене ҫулсеренех пылак кучченеҫпе сӑйлать.

Леонтий атте ҫавӑн пекех Тукай, Асанкасси, Хырхӗрри чиркӗвӗсенче те тӑрӑшать. Тукайра пурӑнакансем те ӑна Турӑ ҫуртне тирпейлӗ тытса тӑнӑшӑн, илемлетнӗшӗн, ҫынсемпе кӑмӑллӑ пулнӑшӑн тав сӑмахӗ калаҫҫӗ.

Пире, Шурут тата Тукай тӑрӑхӗнче пурӑнакансене, ҫакӑн пек пултаруллӑ та хастар, таса чунлӑ священник ҫитӗнтерсе панӑшӑн Ҫӗрпӳел тӑрӑхне тата унӑн амӑшӗпе ашшӗне, Ираида Петровнӑпа Юрий Леонтьевич Акчуринсене, чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Вӑл пирӗн патра нумай ҫул ӗҫлессе шанатпӑр. Чӑнахах та маттур ҫын вӑл, ахальтен мар ӗнтӗ ӑна 4 чиркӳ шанса панӑ. Эпир хамӑрӑн священника ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, ҫӑмӑллӑх сунатпӑр.

 Тукай тата Шурут чиркӗвӗсен прихожанӗсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *