Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ

Чӑваш Республикинчи пушара хирӗҫ кӗрешекен служба вут-ҫулӑма хирӗҫ тӑракан подразделенисем хушшинче ҫулсеренех  смотр-конкурс йӗркелет. Комисси служба пӳлӗмӗсем, техника шайӗ мӗнле пулнине, пушарсене тухса ҫӳренине, ҫынсене пулӑшу панине, ҫӑлнине тата ытти енчен те тишкерсе хаклать.

Иртнӗ ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх Комсомольскинчи 31-мӗш пушар чаҫӗ республикӑра 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

— Иртнӗ ҫул пирӗншӗн ҫӑмӑлах пулмарӗ. Вут-ҫулӑм  сиксе тухнӑ вырӑнсене час-часах тухса кайма тиврӗ. Пушар хуралӗн ӗҫченӗсем вӑхӑтра ҫитсе вут-кӑвара сарӑлма памарӗҫ. Инкек пулнӑ вырӑнта хӑйсен профессилле ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Республика шайӗнче ҫавӑн пек ҫитӗнӳ туни пире савӑнтарать. Кӑҫал та пушар хуралӗн ӗҫченӗсем хӑйсен тивӗҫӗсене кирлӗ пек пурнӑҫласса шанатӑп, — пӗлтерчӗ 31-мӗш пушар чаҫӗн начальникӗ Иван Ананьев.

Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене саламлатпӑр, малашне те хӑйсен пархатарлӑ ӗҫӗнче ӑнӑҫу сунатпӑр.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *