Министр пирӗн округра пулнӑ

Министр пирӗн округра пулнӑ

Январӗн 23-мӗшӗнче пирӗн округра ӗҫлӗ визитпа ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пулнӑ. Вӑл округ администрацийӗн пайӗсен, территори уйрӑмӗсен, ял хуҫалӑхӗн тӗрлӗ тытӑмлӑ предприятийӗсен ертӳҫисемпе  тӗл пулнӑ.

Ҫавра сӗтел евӗр иртнӗ канашлӑва округ   пуҫлӑхӗ Николай Раськин уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ. Малтанах Сергей Артамонов ял хуҫалӑх отраслӗн республикӑри кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ, ҫав вӑхӑтрах округ кӑтартӑвӗсене те танлаштаруллӑн илсе кӑтартнӑ. Ял хуҫалӑхӗн пӗтӗмӗшле продукцине туса илесси, пӗтӗм кӑтартӑва шута илсен, иртнӗ ҫул вӑл республикӑра 100,3 процентпа танлашнӑ. Ку кӑтартусемпе пирӗн округ малти чи лайӑх 5 округ йышӗнче. Сӗт сӑвас, ҫӗрулми тата пахчаҫимӗҫ туса илес енӗпе те пӗлтӗр япӑх мар ӗҫленӗ. Хуҫалӑхсен рентабеллӗхӗ вӑтамран 26,8 процентпа (республикӑра 17,7 процент) танлашать.

Министр Комсомольски округӗнчи хуҫалӑхсем машинӑпа техника паркне ҫӗнетес енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленипе республикӑра та палӑрса тӑни ҫинчен каланӑ. Кунта патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса юлашки ҫулсенче тракторсемпе комбайнсем чылай туяннӑ. Ҫакӑ хирти ӗҫсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫлама май парать.

Шел пулин те, кашни ӗнерен сӗт суса илес енӗпе, аш-какайпа, тырпул тухӑҫӗпе кӑтартусем республикӑн вӑтам кӑтартӑвӗнчен пӗчӗкрех. Малашне вӑл енсемпе тӑрӑшарах ӗҫлемеллине палӑртнӑ С.Артамонов. «Патшалӑх пулӑшӑвӗ илессипе чӑрмавсем пулсан пӗлтерӗр», — палӑртнӑ вӑл. Округри ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем те хӑйсен ыйтӑвӗсемпе сӗнӗвӗсене панӑ.

Сергей Артамонов республикӑра хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсене пулӑшу парас ыйту ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Чӑваш Енре иртнӗ ҫул хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсен 1508 заявкине ырласа йышӑннӑ. Комсомольски округӗнче ун пек ҫынсем сахаларах пулнине палӑртнӑ. Ку енӗпе халӑх хушшинче ӑнлантару ӗҫне вӑйлатма сӗннӗ.

Канашлу ӗҫне «Чӑваш Республикинчи апат-ҫимӗҫ фончӗ» АО ертӳҫи Василий Викторов, «Россельхозцентр» ФГБУ начальникӗ Сергей Павлов, «Чувашский» агрохимслужба  директорӗ Александр Коршунов хутшӑннӑ.

Сергей Артамонов малалла «Слава картофелю» агрофирмӑра пулса курнӑ. Унта ӗҫлекенсемпе курса калаҫнӑ, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.

Ҫак кун Урмаелӗнчи «Лейсан» ача садӗнче агролабораторие  савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура  уҫнӑ. Вӑл округра виҫҫӗмӗш пулчӗ. Асӑннӑ ача сачӗ пӗлтӗрхи март уйӑхӗнчен Хайртдиновӑн фермер хуҫалӑхӗпе туслӑ ҫыхӑну тытать. Унӑн ертӳҫи Р.А.Хайртдинов ачасене профориентацин пуҫламӑш утӑмӗсене тума пулӑшакан куратор пулма килӗшнӗ май, пӗчӗккисем фермер хуҫалӑхӗн хирӗсенче, лаша витинче пулса курнӑ та ӗнтӗ. Халӗ шкул ҫулне ҫитмен ачасене тата садикре ӗҫлекенсене агролаборатори уҫӑлнӑ ятпа Сергей Артамонов, Николай Раськин, округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова,  округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Минзаит Зайнуллин, Ремис Хайртдинов фермер, Урмаел территори уйрӑмӗн начальникӗ Айрат Ямалетдинов тата ытти хӑнасем саламланӑ. Маларах кунта округ администрацийӗ тата куратор пулӑшнипе ҫӗр ӗҫӗнче усӑ куракан инструментсемпе ытти хатӗр-хӗтӗр туяннӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, пӗчӗккисене ҫӗр ӗҫӗнче пуҫламӑш утӑм тума  пур услови те туса панӑ.

Ял хуҫалӑх министрӗ  С.Артамонов округ территорийӗнче тӑвакан аш-какай тирпейлекен «Триумф- Агро» цехри ӗҫсем мӗнле пынипе паллашнӑ.

Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем пуҫланиччен  министр республикӑри  кашни муниципаллӑ округра пулса унти ӗҫ-хӗлпе тӗплӗн паллашма палӑртнӑ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *