Патшалӑх программисем пурнӑҫа лайӑхлатма пулӑшаҫҫӗ

Тукай территори уйрӑмне Ҫӗнӗ Мӑрат, Тукай, Вутлан, Тӑманлӑ Выҫли, Анат тата Тури Тимӗрчкасси ялӗсем кӗреҫҫӗ. Ялӗсем улттӑ таран пулнӑ май, ҫӗр лаптӑкӗ те самаях пысӑк. Ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсен тӳпи 11246, вӑрман фончӗн тӳпи 11270 гектарпа танлашаҫҫӗӗ Вырӑнта пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ «Заря», «Луч», «Пайгас» тата «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗсенче вӑй хураҫҫӗ, вӑрман ӗҫӗпе тӑрӑшакансем те пур. Уйрӑм предпринимательсем, фермер хуҫалӑхӗсем те йышлӑ. Килти хушма хуҫалӑхра нумайӑшӗ мӑйракаллӑ шултра выльӑх, лаша, сысна, чӑх-чӗп, хур-кӑвакал, вӗлле хурчӗ тытать.

Халӑх йышне илес пулсан, 2024 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 1166 кил хуҫалӑхӗнче 2290 ҫын пурӑннӑӗ Анат Тимӗрчкассинче — 317, Тури Тимӗрчкассинче — 342, Ҫӗнӗ Мӑратра — 543, Тукайра — 506, Тӑманлӑ Выҫлире — 461, Вутланра 121 ҫын пурӑнаҫҫӗ. 2023 ҫулта 5 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ, 4 ача ҫуралнӑ, 50 ҫын вилнӗ. Ҫынсен сывлӑхне сиплеме, упрама Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче врач амбулаторийӗ, Тукай, Тӑманлӑ Выҫли, Анат Тимӗрчкасси ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫитӗнекен ӑру Ҫӗнӗ Мӑрат пӗтӗмӗшле вӑтам, Тӑманлӑ Выҫли, Анат Тимӗрчкасси пуҫламӑш шкулӗсенче пӗлӳ пухать.

Тукай территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене хальхи вӑхӑтра Светлана Валерьевна Кондратьева пурнӑҫлать. Ытти ҫӗрти пекех, Тукай территори уйрӑмӗ те ҫулсерен лайӑх енне улшӑнса, илемленсе пырать. Ҫакӑ юлашки пилӗк ҫулта ялсене аталантарма патшалӑх программисемпе анлӑн усӑ курнӑран, вырӑнта пурӑнакан халӑх хӑйӗн пурнӑҫ условийӗсене аванлатма тӑрӑшнӑран та килетӗ Акӑ, пуҫаруллӑ бюждет укҫи-тенкипе нумай ӗҫ туса ирттернӗ. 2019 ҫулта кашни ялтах ятарлӑ площадкӑсем туса ҫӳп-ҫап контейнерӗсем вырнаҫтарнӑ. 2020 ҫулта, халӑх ыйтнине шута илсе, 3 проекта ӗҫе кӗртнӗ: Тукай ялӗнчи масар картине тимӗртен  ҫӗнӗрен тытнӑ, Анат Тимӗрчкассинче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ кивӗ палӑк вырӑнне ҫӗнни тунӑ, Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче ача-пӑча вылямалли лаптӑк хӑтланӑ. Ҫак ӗҫсене пурнӑҫлама тӗрлӗ шайри бюджет- ран пурӗ 832815,49 тенкӗ укҫа кайнӑ.

2021 ҫулта та пуҫаруллӑ бюджет программине малалла хутшӑнса Тӑманлӑ Выҫли, Тури Тимӗрчкасси ялӗсенче ача-пӑча площадкисем тунӑ. Кунсӑр пуҫне, Тукай ялӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫне хунӑ ентешӗсене асӑнса лартнӑ палӑк йӗри-тавра тирпей-илем, хӑтлӑх кӗртнӗ — брусчатка сарнӑ, чечексем лартнӑ.

2022 ҫулта Анат Тимӗрчкассинчи Ленин урамӗнчи ҫула юсанӑӗ Тукайри этнокультура паркӗнчи объектсене ҫӗнетнӗ, Ҫӗнӗ Мӑратри Киров тата Комсомольски урамӗсем хушшинчи тӑкӑрлӑкра тротуар тунӑӗ Асӑннӑ проектсене пурнӑҫа кӗртме 1 млн та 603 пин те 337 тенкӗ расхутланӑ.

Ял ҫыннисене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма условисем туса парас тӗллевпе 2023 ҫулта Тукай ялӗнче спорт площадки туса хута янӑ. Резина сарӑмпа тунӑскер ҫинче халь волейболла, баскетболла, футболла выляма та меллӗ, нимле йӗпе-сапа та шиклентермест. Спорт объектне уҫнӑ кун, сентябрӗн 24-мӗшӗнче, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫне хунӑ Егор Краснова асӑнса  унта пуҫласа мини-футбол турнирне ирттернӗ. Тукайра пурӑнакансем ыйтнипе ялти ферма ҫумӗнчи пӗвене юшкӑнтан тасатнӑ. Йӗрке тӑрӑх, ӗҫе пурнӑҫлама кирлӗ суммӑн 40 процентне ял халӑхӗн пуҫтармаллаӗ 161 пин тенкӗ пухмалла пулсан, суммӑн пысӑк пайне Геннадий Шурбин, Сергей Никитинпа Николай Соловьев предпринимательсем хӑйсен укҫинчен хывнӑ. Ҫавӑн пекех ку ялти Садовый урамри ҫула юсанӑ. Кунсӑр пуҫне Тӑманлӑ Выҫли ялӗнчи Ленин, Кооперативный урамӗсенче ҫутӑ лампочкисем вырнаҫтарнӑ. Ҫак ӗҫсене пурне те ял ҫыннисем туслӑ пулнипе, хастар хутшӑннипе, яланах пулӑшса пынипе пурнӑҫа кӗртме май килнӗ.

Кирек мӗнле ӗҫе пуҫӑнсан та халӑха хӑй хыҫҫӑн ертсе кайма, хавхалантарма пултаракан хастар ҫынсем кирлӗ. Ялсенчи старостӑсем Геннадий Павлович Кузьмин (Анат Тимӗрчкасси), Галина Ивановна Герасимова (Тури Тимӗрчкасси), Владимир Федорович Павлов (Ҫӗнӗ Мӑрат), Александр Олегович Шуряшкин (Вутлан) тата Сергей Петрович Поляков (Тӑманлӑ Выҫли) территори уйрӑмӗнче тӑрӑшакансене пулӑшма яланах хатӗрӗ Ял хушшисенчи ҫӳп-ҫапа, курӑка, масарсене тасатса тӑрассине кӗперсемпе ҫулсене юсассине вӗсем яланах вӑхӑтра йӗркелеҫҫӗ. 

Паллах, пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть, территори самях пысӑк пулнӑран тумалли ӗҫсем кашни ҫул тупӑнсах пыраҫҫӗ. Акӑ, кӑҫал валли те 3 проект хатӗрленӗ: Вутлан ялӗнче стела вырнаҫтарасшӑн, Анат Тимӗрчкассинче вара культура ҫуртӗнче юсав ӗҫӗсем ирттересшӗн, Пионерская урамри пӗвене тасатма та палӑртнӑ. Ертӳҫӗсемпе халӑх пӗр шухӑшлӑ пулсан, палӑртнӑ ӗҫсем пурнӑҫаланасса иккӗленме сӑлтав ҫук.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *