Ҫемьесен пурнӑҫ шайӗ пирки йытӑм пырать

Ҫемьесен пурнӑҫ шайӗ пирки йытӑм пырать

2024 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнчен февралӗн 9-мӗшӗччен республикӑра халӑхӑн тупӑшӗ  тата социаллӑ программӑсене епле хутшӑнни пирки суйлавлӑ ыйтса пӗлеҫҫӗ. Ыйтӑм ирттернӗ май пурӑнмалли условисем, социаллӑ пулӑшу мерисене илекен ҫемьесен пурлӑх лару-тӑрӑвӗ ҫинчен информаци паллӑ пулӗ.

Ыйтӑма Раҫҫейри 60 пин кил хуҫалӑхӗ хутшӑнать, Чӑваш Енре вара — 576. Тӗпчесе пӗлме республикӑри 7 хулана суйланӑ: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ тата Етӗрне. Ҫавӑн пекех 10 муниципаллӑ округа палӑртнӑ, вӗсен хушшинче Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне округӗсем.

Интервьюерсем ҫынсене хӑйсен паспортне, ятарлӑ удостоверенине кӑтартӗҫ. Ыйтса пӗлнӗ информацие сӑнав бланкӗсене тултарӗҫ. Ыйтусене хуравланӑ чухне респондентсенчен документсем ыйтмӗҫ. Халӑхран илнӗ информаци конфиденциаллӑ, ӑна ыттисене пӗлтерме юрамасть.

Сӑнав пӗтӗмлетӗвӗ адреслӑ социаллӑ пулӑшӑва ӳстермелли социаллӑ политика мерисене планлама, ӗҫлекенсем, пенсионерсем, инвалид ачаллӑ ҫемьесем хушшинче чухӑнлӑха чакарма тата нушаланакансене пулӑшу пама кирлӗ.

Чӑвашстат.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *