Пӗтӗм Раҫҫейри форум ӗҫне хутшӑннӑ

Январӗн 15—16-мӗшӗсенче Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Малая Родина — сила России» муниципаллӑ форум иртнӗ. Ун ӗҫне пирӗн муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин та хутшӑннӑ.

Асӑннӑ форума Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Унта Раҫҫейри 89 субъектри тӗрлӗ муниципалитет шайӗнче тӑрӑшакан 7,5 пин ытла представитель килсе ҫитнӗ. Вӗсем ВДНХри сакӑр павильонра ӗҫленӗ. Дискусси панелӗсенче, ҫавра сӗтелсенче муниципалитетсемпе ҫыхӑннӑ чылай ыйтӑва пӑхса тухнӑ, сӳтсе явнӑ. Калаҫусем йӑла-йӗркене, ҫемье хаклӑхне, истори тата культура пуянлӑхне упраса хӑварса малалла аталантарасси пирки пынӑ.  Пуян та анлӑ программӑпа иртнӗ  форумра федераци шайӗнчи влаҫ органӗ сенче ӗҫлекенсем дискуссисенче ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма хутшӑннӑ. Тӗрлӗ регионсенчи муниципалитет тытӑмӗнчи ӗҫченсем  тӗл пулса пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ.

— Пысӑк хавхаланупа, пӗтӗм кӑмӑлтан ҫак форум ӗҫне хутшӑнтӑм. «Пӗчӗк Тӑван ҫӗршыв — Раҫҫей  вӑйӗ». Ҫакӑ ахаль сӑмахсем мар. Шӑпах ҫав ятпа Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хутшӑннипе Пӗтӗм Раҫҫейри муниципаллӑ форум иртрӗ.

«Муниципалитетсенче тӑрӑшакансен ӗҫӗ питӗ кирлӗ, ҫав вӑхӑтрах кӑткӑс та». Ҫак шухӑш тӗп вырӑнта пулчӗ форумра. Ку сӑмахсемпе пурте килӗшеҫҫӗ пулӗ. Владимир Путин «Вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят туса хурасси ҫинчен пӗлтерчӗ. Ҫакӑ пӗр енчен пире татах та тӑрӑшуллӑрах ӗҫлеме хистет, тепӗр енчен халӑх умӗнчи яваплӑха  ӳстерет.

Форумра янранӑ пӗлтерӗшлӗ тепӗр хыпар  «Хула хутлӑхне хӑтлӑх кӗртесси» («Формирование комфортной городской среды») федераллӑ проектпа ҫыхӑннӑ. Ҫак проекта 2030 ҫулччен тӑсма йышӑннӑ. Апла пулсан татах та ытларах территорисене тирпей-илем кӗртме пултаратпӑр.

Форумра чи пӗлтерӗшли, паллах, ҫӗршыв Пуҫлӑхӗ Владимир Путин тухса калаҫни пулчӗ. Вӑл муниципалитет ҫынсемпе чи ҫывӑх ҫыхӑнура пулнине, ҫавӑнпа та  пирӗн тӗллев граждансен интересӗсемшӗн ӗҫлемеллине палӑртрӗ. Пирӗн ҫынсене итлесе тата илтсе вӗсен пурнӑҫне хӑтлӑрах тӑвассишӗн тӑрӑшмалла. Хамӑр оругра  эпир ҫак принципа  тӗпе хурса ӗҫлетпӗр: халӑха хӑйсен  ыйтӑвӗсемпе  йышӑнатпӑр, патшалӑх пабликӗсенче ӗҫлетпӗр, ялсенче пурӑнакансемпе тӗл пулма тухса ҫӳретпӗр.

Форумран хавхаланупа таврӑнтӑм. Малашне те ҫӗршыв тата округ аталанӑвӗшӗн ӗҫлӗпӗр, — пӗлтернӗ Николай Никандрович хӑйӗн сайтӗнче.

Форумра ВАРМСУ проекчӗсемпе паллаштарнӑ, муниципалитет служащийӗсен «Муниципалитеты.рф» пӗрлехи порталне презентациленӗ, тирпей-илем кӗртмелли объектсемшӗн Пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлавӗн волонтерӗсене пуҫтарассине старт панӑ, «Лучшая муниципальная практика — 2023» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *