Понедельник, 22 апреля

Республика Пуҫлӑхӗн стипендиачӗсем

Республика Пуҫлӑхӗн стипендиачӗсем

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн 2023 ҫулхи декабрӗн 29-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, кӑҫал республикӑри 1000 ҫамрӑк ятарлӑ стипенди илсе тӑрӗ. Вӗренӳре, спортра, обществӑлла организацисенче, ӗҫре тата ытти тытӑмра пултарулӑхпа палӑрнисем, пысӑк ҫитӗнӳсем тунисем хушшинче пирӗн тӑрӑхри ҫамрӑксем те пур. Палӑртма кӑмӑллӑ, вӗсем ҫулталӑк тӑршшӗпех уйӑхсерен 2500 тенкӗпе танлашакан стипенди илсе тӑрӗҫ.

Пирӗн муниципаллӑ округри стипендиатсем хушшинче шкул ачисем ытларах. Акӑ, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн икӗ вӗренекенӗ — Леана Тукаевӑпа Лейсан Шакурова — ҫак чыса тивӗҫнӗ. Хӗрачасем иккӗшӗ те 11-мӗш класра пӗлӳ пухаҫҫӗ, «Молодая гвардия Единой России» обществӑлла организаци членӗсем. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем хушшинче вара 10 ача республика Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫнӗ: Дарья Арсентьева, Яна Густомесова, Евгений Давыдов, Илона Дмитриева, Александра Мамуткина, Николай Казаков, Кирилл Кузьмин, Юлия Мухина, Полина Романова тата Виктория Хораськина. Ҫӗнӗ Мӑрат, Тукай Мишер, Урмаел вӑтам, Чӗчкен тӗп шкулӗсенчи Карина Ильинана, Дамир Гимальтдинова, Инзиле Арифуллинӑна, Камила Сахровӑна, Диля Мухаметшинӑна та стипендиат пулса тӑнӑ ятпа саламламалла.

Ҫавӑн пекех Комсомольски муниципаллӑ округ администрацийӗн методисчӗ Резиле Зиатдинова,  «Молодая гвардия Единой России» обществӑлла организаци хастарӗ Светлана Зайкова та асӑннӑ стипендие тивӗҫнӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑксене пурне те саламлатпӑр, пурнӑҫра тата нумай ҫитӗнӳ тума сунатпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *