
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Комсомольски муниципаллӑ округне 3 ҫӗнӗ шкул автобусӗ ҫитрӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев автобуссен уҫҫисене Александровка, Чӗчкен тӗп тата Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗсен директорӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗсенче транспорт ыйтӑвне татса пани чӑннипех те аван пулӑм.
Шкул автобусӗсен паркне ҫӗнетесси Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе федераци пулӑшӑвӗ шучӗпе пурнӑҫланса пырать.