Хӗл Мучи парнисене панӑ

Ҫӗнӗ ҫулта кашниех ҫӗннине, лайӑххине шанать. Ачасем вара  Хӗл мучипе Юр пикерен парнесем кӗтеҫҫӗ, хӑйсен ӗмӗчӗсем пурнӑҫланасса шанаҫҫӗ.

2024 ҫул  ҫывхарса анчах пырать-ха, ҫӗршывра, ҫавӑн пекех пирӗн округра та ӑна уявлама пуҫларӗҫ. Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче «Единая Россия» парти йӗркелекен «Елка желаний» акци шучӗпе уяв иртнӗ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин, Чӑ-ваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пек, пирӗн муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин та ачасен ӗмӗчӗсене пурнӑҫласа Хӗл мучи  парнисене  панӑ. Округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ сем те, предприяти-организацисен ертӳҫисем те ҫак пархатарлӑ та ырӑ ӗҫе хутшӑннӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *