Вторник, 27 февраля

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ

Декабрӗн 20-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче черетлӗ Информаци кунӗ пулса иртрӗ. Ун ӗҫне Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, специалистсем хутшӑнчӗҫ.

Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтупа, 2024 ҫулта коммуналлӑ пулӑшусем панӑшӑн тӳлемелли хаксем пирки, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин  ӑнлантарса пачӗ. Коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн граждансен тӳлев виҫин улшӑнӑвӗ республикӑри мӗн пур муниципалитетшӑн РФ Правительстви ҫирӗплетнӗ чикӗрен — вӑтамран 9,6 процентран — пысӑкрах пулмӗ. Вӗсем ҫитес ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен улшӑнӗҫ. Ҫакӑ энерги ресурсӗсем хакланни, тарифсене федераципе республика программисемпе килӗшӳллӗн инженери инфратытӑмне ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ инвестици проекчӗсене пурнӑҫласа куракан тӑкака та кӗртни илсе ҫитернӗ. Республикӑра тарифсене юлашки хут 2022 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче индексациленӗ.

Кӗҫех Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсем ҫитеҫҫӗ. Халӑх вӗсене ушкӑнпа паллӑ тума кӑмӑллать. Анчах та ҫав кунсем ҫынсене савӑнӑҫпа хаваслӑх ҫеҫ илсе килччӗр тесе тӑрӑшмалла. Уявсем вӑхӑтӗнче инкек-синкек сиксе тухасран асӑрханмалла. «Пушарсен  кӑтартӑвӗсене тишкерсе пӑхсан, Ҫӗнӗ ҫулхи уявсем вӑхӑтӗнче ытти кунсемпе танлаштарсан вут-ҫулӑм алхаснӑ тӗслӗхсем 2 хут ытларах», —  палӑртрӗ округри 31-мӗш пушар чаҫӗн начальникӗ И.В.Ананьев. Елкӑсене, уяв ирттермелли пӳлӗмсене тӗрлӗ тӗслӗн ялтӑртатакан электроҫутӑсемпе, хӑвӑрт хыпса илме пултаракан теттесемпе илемлетеҫҫӗ. Уяв кунӗсенче пиротехникӑпа усӑ курасси йӑлана кӗчӗ. Вӗсемпе салютсем, фейерверксем тунӑ ҫӗрте усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх правилисене уяманни тепӗр чухне йывӑр инкек е пысӑк сиен курасси патне илсе пырать те. Ҫавӑнпа та уявсем ҫитиччен шкулсенчи класс сехечӗсенче тата ытти мероприятисенче ачасемпе, ҫамрӑксемпе ӑнлантару ӗҫӗсем  туса ирттермелле. Вырӑнти влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсен те халӑхпа калаҫусем ирттерни лайӑх. Уйрӑмах пӗччен пурӑнакан ватӑсем, ӑнӑҫсӑртарах ҫемьесем ҫине тимлӗх уйӑрсан аван. Ҫак шухӑшсене палӑртрӗ вӑл.

 Хӗл  пӗрремӗш уйӑхӗнчех хӑйӗн кӑмӑлне кӑтартрӗ. Декабрь уйӑхӗнче шартлама сивӗсем те, вӑйлӑ ҫил те пулчӗ, тӑман та тухрӗ, ирӗлтерсе те ячӗ. Хӗллехи кунсенче ҫулсене пӑхса тӑрас ыйтӑва та кун йӗркине ахальтен кӗртмен. Ку ыйтупа та А.Г.Кузьмин сӑмах илчӗ. Пӗтӗмӗшле илсен муниципаллӑ округра ку ыйтӑва татса панӑ. 2 предприятипе, «Батыревский» ПМКпа тата «Дубовка» ОООпа, контракт тунӑ. Ялсен урамӗсенчи ҫулсене уҫса тӑрас енӗпе 21 контракт ҫырнӑ. Халӗ ҫитес ҫул валли килӗшӳсем тӑвас ӗҫ пырать. Ялсенчи урамсене юртан тасатма килӗшекенсем тупас  енӗпе йывӑрлӑхсем пуррине палӑртрӗ. Ял хуҫалӑхӗн пысӑк предприятийӗсем ҫук ҫӗрте ҫакӑ уйрӑмах сисӗнет. Уйрӑм ҫынсемпе килӗшӳ тума кӑткӑсрах. Альберт Германович  ку енӗпе ӗҫленине, ыйтӑва татса парас тесе тӑрӑшнине палӑртрӗ.

Информаци кунӗнче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ тата округ центрӗнчи тасатакан сооруженисем пирки те сӑмах пулчӗ. П.С.Краснов та, В.В.Петров та ку ыйтусем ҫӳлти шайра контрольте пулнине ҫирӗплетрӗҫ.

Республикӑра шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсенче агролабораторисем уҫаҫҫӗ. Халӗ вӗсем Чӑваш Енре 70 ытла ача садӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Декабрӗн 20-мӗшӗнче Комсомольскинчи «Радуга» ача садӗнче те агролабораторине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Информушкӑнпа пӗрле ку мероприятире округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан М.М.Зайнуллин, округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Р.Х.Идиатуллин хутшӑннӑ. Малашне кунта ачасене пӗчӗкренех ҫӗр ӗҫне хӑнӑхтарас енӗпе ҫине тӑрса тӑрӑшӗҫ. Ҫакӑн валли мӗнпур услови туса панӑ, кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтернӗ.

Мероприятие хутшӑнакансем ачасем воспитательсемпе пӗрле ҫитӗнтернӗ калчасемпе тата ытти куравсемпе интересленсе паллашнӑ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *