Владимир Путин суйлава хутшӑнать

Владимир Путин суйлава хутшӑнать

2024 ҫулхи мартӑн 15—17-мӗшӗсенче пирӗн ҫӗршывра президент суйлавӗ иртет. Унта хутшӑнакан хӑш-пӗр кандидатсем паллӑ та ӗнтӗ. Ҫав шутра паянхи Президент Владимир Владимирович Путин та хӑй суйлава хутшӑнасси пирки пӗлтернӗ.

Инициативлӑ ушкӑнӑн ларӑвӗнче унӑн кандидатурине пурте пӗр саслӑ пулса ырланӑ, Владимир Путин вӑйлӑ, шанчӑклӑ лидер пулнине, ҫӗршыва аталантарас, халӑхӑн пурнӑҫне    лайӑхлатас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.

ХАКЛАВ

Н.Н.Раськин,

Комсомольски муниципаллӑ  округ пуҫлӑхӗ:

«Путиншӑн пулни эпир Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме, ӑна аталантарма хатӗррине палӑртать. Унӑн лидер пахалӑхӗсем, йывӑр вӑхӑтра тӗрӗс йышӑнусем тума пӗлни, ҫӗршыв умӗнчи яваплӑхӗ Раҫҫее аталантарас тата хӳтӗлес ӗҫе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Путин экономика тата социаллӑ сфера аталанӑвӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Вӑл ертсе пынипе Раҫҫей тӗнчери малта пыракан патшалӑхсен шутне кӗчӗ. Вӑйлӑ экономика тата инновацилле технологисемпе усӑ курни пирӗн халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ».

К.С.Мифтахутдинов,

Комсомольски муниципаллӑ округӗн Обществӑлла палатин председателӗ:

«Комсомольски муниципаллӑ округӗн Обществӑлла палати Раҫҫей Федерацийӗн паянхи Президентне Владимир Владимирович Путина пур енлӗн ырласа йышӑнать. Путиншӑн пулса эпир Тӑван ҫӗршывшӑн пулнине кӑтартатпӑр, мӗншӗн тесен паянхи политика лару-тӑрӑвӗ ҫӗршывӑн ырлӑхӗ валли пӗрлӗхлӗ пулма   хистет. Ирӗклӗ суйлав, халӑх хӑй тӗллӗн, ют халӑхсем хутшӑнмасӑр, ҫӗршывӑн шӑпине суйлама пултарни — никама пӑхӑнман патшалӑхӑн, унӑн чӑн-чӑн суверенитечӗн тӗп палли».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *