Раҫҫейри Пенсионерсен союзӗ ҫулсеренех «Спортивное долголетие» ятпа ваттисем хушшинче республика спартакиади ирттерет. Унта пирӗн округ команди кашни ҫулах хутшӑнать, япӑх мар кӑтартусемпе палӑрать.
Спартакиадӑна арҫынсем 60 урлӑ каҫсан, хӗрарӑмсем 55 ҫултан иртсен хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӑмӑрту спортӑн тӗрлӗ енӗсемпе пулать. Шахмат, сӗтелҫи теннисӗпе пневматикӑлла винтовкӑран перессипе, 50 метра ишессипе, командӑра пӗр арҫынпа пӗр хӗрарӑм пулмалла. Дартс вӑййине пӗтӗм команда (4 арҫын тата 4 хӗрарӑм) хутшӑнать. Комбинированнӑй эстафетӑра та ҫавӑн чухлӗ ҫынах пулмалла. Ҫавӑн пекех арҫынсем 400 метра, хӗрарӑмсем 200 метра чупса ӑмӑртӗҫ.
Республикӑри спартакиадӑна кайма лайӑх команда пуҫтарас тесен малтан хамӑр округра та спортӑн ҫав енӗсемпе ӑмӑртусем ирттермелле. Муниципаллӑ округӑн территори уйрӑмӗсенчи ялсенче те пултаруллӑ спортсменсем пур. Вӗсемпе те вырӑнта тупӑшусем йӗркелесен аван пулнӑ пулӗччӗ.
Сӗтелҫи теннис тата шахмат енӗпе округ шайӗнчи ӑмӑртусене ҫитес ҫулхи январь уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ. Иртнӗ ҫулсенче республикӑри спартакиадӑра ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ ҫынсене асӑнса хӑварас килет. Т.И.Волкова, Ф.В.Гаврилов сӗтелҫи теннис, Н.И.Андреев, А.П.Самаркин, Р.В.Сапожникова, Л.Н.Симендеева шывра ишессипе, В.Ф.Волковпа Т.И.Волкова, М.Н.Алексеева пневматикӑлла винтовкӑран тӗл перессипе, В.М.Гаврилов, Г.М.Гаврилова, Р.В. Сапожникова, Н.Н.Ятманов, А.Н.Воробьев ҫуран чупас енӗпе лайӑх кӑтартусем тунӑ.
Ҫитес ҫулхи спартакиадӑра та пирӗн округра пурӑнакан спортпа туслӑ ватӑсем хастар хутшӑнасса шанса тӑратӑп.
Василий Пундяков,
Пенсионерсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ.