Понедельник, 22 апреля

Экономикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене те хуравланӑ

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин пресс-конференцире ыйтусене хуравланӑ май палӑртнӑ хӑш-пӗр шухӑшсене хаҫатӑн иртнӗ номерӗнче илсе кӑтартнӑччӗ.

Владимир Владимирович  Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан пирӗн ҫар ҫыннисем паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнине ҫирӗплетрӗ. Вӗсене пулӑшас ӗҫе пӗтӗм халӑх кар тӑнӑшӑн тав турӗ.

Ҫавӑн пекех экономикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине те тӗплӗ хуравсем пачӗ. Ку енӗпе чи пӗлтерӗшлӗ кӑтарту вӑл — ҫӗршывра пӗтӗмӗшле шалти продукци калӑпӑшӗ ӳсни. Вӑл 3,5 процентпа танлашать. Апла пулсан пӗлтӗрхинчен сисӗнмеллех лайӑхрах ӗҫленӗ. Ҫак шухӑшсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ Президент. Ҫав вӑхӑтрах инфляци шайӗ ӳсни пӑшӑрхантарни пирки те пӗлтернӗ. «Ун шайӗ ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле 7,5—8 процент патнелле пуласса кӗтетпӗр», — палӑртнӑ вӑл. «Халӑхӑн  тупӑш шайне ӳстерсе пыма тӑрӑшнине 2024 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫине 18 процент таран  ӳстерме йышӑнни те ҫирӗплетет. Кун пек утӑма эпир час-часах туман», — тенӗ вӑл.

«Раҫҫейре автопром саланса кайман, ӳсӗмсем те пур. Анчах та Раҫҫей автомашинисен хакӗ 40 процент ӳсни нумай», — хуравланӑ вӑл хаксемпе ҫыхӑннӑ ыйту ҫине.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *