Понедельник, 26 февраля

Дипломсене тивӗҫнӗ

Дипломсене тивӗҫнӗ

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви «Цифровая Чувашия», ҫавӑн пекех «Чувашия против террора» творчество конкурсӗсене пӗтӗмлетнӗ. Унта ҫав тематикӑсемпе ҫыхӑннӑ 50 ытла ӗҫе пӑхса тухнӑ.

Пирӗн округри Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи Петр Родионов  «Интернетри чи лайӑх ӗҫ» номинацире хӑй ӗҫлекен шкул сайтӗнче вырнаҫтарнӑ  «Учебно-тренировочное занятие  с целью усиления антитеррорической безопасности на территории школы» ӗҫпе 3-мӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн «ВКонтакте» сетьри сайтӗнче кун ҫути курнӑ материалӗ «Карьерный путь ИТ-специалистов» номинацире 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ҫӗнтерӳҫе ЧР цифра  аталанӑвӗн, информаци политикин,  массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Екатерина Грабко саламланӑ, ӑнӑҫусем суннӑ.

Г.ЮРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *