Понедельник, 26 февраля

Тӗрлӗ ӳсӗмрисем сцена ҫине тухрӗҫ

Тӗрлӗ ӳсӗмрисем сцена ҫине тухрӗҫ

Декабрӗн 12-мӗшӗнче Аслӑ Чурачӑк культура ҫуртӗнче «Ача-пӑча сасси» конкурс-фестиваль кӑҫал  10-мӗш хут иртрӗ. Ӑна Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалланӑ.

Мӗн пӗчӗкрен ачасене илемлӗ юрӑ-ташӑ тӗнчине илсе кӗрес, халӑх йӑли-йӗркине сыхласа хӑварса ӑна малалла аталантарас тӗлӗшпе ҫакӑн евӗр конкурссем, фестивальсем ирттерни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑ пӗчӗк артистсене тӗрлӗ коллективсенчи тантӑшӗсен пултарулӑхӗпе паллашма, хак- лама май парать.

«Ача-пӑча сасси» фестиваль-конкурса тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем хутшӑнчӗҫ. Аслӑ Чурачӑк, Тукай Мишер вӑтам шкулӗсем ҫумӗнчи пӗчӗккисен кӗске вӑхӑтлӑх ушкӑнӗсенчи, Урмаелӗнчи «Лейсан», Комсомольскинчи «Радуга» ача садне ҫӳрекенсем сцена ҫине тухсан вӗсене куракансем уйрӑмах хапӑлласа йышӑнчӗҫ, алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ.

Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗ тата унӑн ялсенчи филиалӗсенче тӑрӑшакансем уйрӑмах наци йӑли-йӗркине, халӑх творчествине куракансем  патне ҫитерес тесе пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне художество пултарулӑхӗн тӗрлӗ енӗсене те алла илме вӗрентеҫҫӗ. Ачасем вокал, халӑх инструменчӗсен класӗсене юратса ҫӳреҫҫӗ.

Конкурс-фестивальте ҫамрӑк купӑсҫӑсен, кашӑкҫӑсен ансамблӗсен пултарулӑхне те курса савӑнма май пулчӗ.  Искусство шкулӗн Тукай Мишерӗнчи филиалӗнчи З.Сатрдинова халӑх музыка инструменчӗпе, курайпа, выляса кӗвӗ янратни пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Ачасем фортепианӑпа та паллӑ композиторсен произведенийӗсене выляса кӑтартрӗҫ.

Чӑвашла, тутарла, вырӑсла  юрӑсем шӑрантарчӗҫ ачасем, тӗрлӗ халӑх ташшисене кӑтартрӗҫ.

«Ачасене пӗчӗклех творчество енне туртӑнма пулӑшмалла. Шӑпах ҫак вӑхӑтра вӗсене халӑх юрри-ташшин илемне туйма хавхалантарни пӗлтерӗшлӗ. Ӳссен хӑйсен пурнӑҫне, ӗҫӗ-хӗлне культурӑпа, искусствӑпа ҫыхӑнтармасан та, вӗсемшӗн йӑла-йӗркене пӗлни, юрӑ-ташӑпа туслӑ пулни куллен кун кирлӗ пулатех. Эпир хамӑр патра ирттерекен конкурс-фестивале те  вунӑ ҫул каялла ҫак тӗллевпех, ачасен пултарулӑхӗпе паллаштарас шутпа йӗркелерӗмӗр», — пӗлтерчӗ Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри уйрӑмӗн преподавателӗ, фестиваль-конкурса пуҫарса яраканӗ  Т.В.Макарова.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *