Мускаври тӗлпулусене хутшӑннӑ

Мускаври тӗлпулусене хутшӑннӑ

Мускавра Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх аталанӑвӗн Пӗтӗм Раҫҫейри ассоциацийӗ (вырӑсла ВАРМСУ)  Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствипе пӗрле  «Муниципаллӑ диалог» марафон ирттернӗ. Ун ӗҫне пирӗн республикӑран  Шӑмӑршӑ тата Комсомольски муниципаллӑ округӗсен пуҫлӑхӗсем Сергей Галкинпа Николай Раськин хутшӑннӑ.

Ку мероприятие РФ Президенчӗ В.Путин сӗннипе, муниципалитетсен татса паман ыйтӑвӗсене тишкерсе вӗсене пулӑшмалли ҫул-йӗре палӑртас тӗллевпе йӗркеленӗ.

«Ялсен территорийӗсене аталантарасси» стратегиллӗ сесси ВДНХри «Россия» выставка-форум лапамӗнче иртнӗ. Унта Раҫҫейри 89 регионти  муниципалитет органӗсенче ӗҫлекен 200 ертӳҫӗ хутшӑннӑ, дискуссисене онлайн мелӗпе муниципалитет системинчи 253 пин специалист итленӗ. Пуҫтарӑннисене РФ ял хуҫалӑх министрӗ Дмитрий Патрушев саламланӑ. Вӑл ҫӗршывра  яллӑ вырӑнсенче 60 миллион ҫын пурӑннине, вӗсенчен 11 миллионне «Ялсене комплекслӑ пулӑшасси ҫинчен» программӑпа федераллӑ пулӑшу пама май килнине палӑртнӑ. Ял ҫыннисен ҫивӗч ыйтӑвӗсене пӗлсе тӑрса вӗсене татса памалли майсем тупасси вырӑнти муниципалитетсенчен тӳртен килнине асӑннӑ.

Ҫӗршыв шайӗнчи мероприятире  чылай ыйту пӑхса тухнӑ. Николай Раськин «Россия»  выставка-форумпа та паллашнӑ. «Выставкӑра ҫӗршывӑн  хальхи ҫӗнӗ йышши технологийӗпе, наукӑри, промышленноҫри, социаллӑ, спорт, культура сферисенчи ҫитӗнӗвӗсемпе кӑмӑлласа паллашрӑм. Выставкӑсӑр пуҫне  кунта тата ытти мероприятисем иртеҫҫӗ», — ҫырать вӑл социаллӑ сетьре.  Марафон  пынӑ кунсенче Николай Никандровичӑн ҫуралнӑ кунӗ те пулнӑ. Ҫак ятпа ӑна Раҫҫей Президенчӗн шалти политика управленийӗн начальникӗн ҫумӗ Евгений Грачев, ВАРМСУ сопредседателӗ, РФ Президенчӗ ҫумӗнчи вырӑнти самоуправлени аталанӑвӗн совечӗн президиумӗн членӗ Ирина Гусева, Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Оксана Лут тата ытти паллӑ ҫынсем саламланӑ, ял территорийӗсене аталантарас  яваплӑ ӗҫре  ӑнӑҫу суннӑ. Ҫак кун ун ячӗпе нумай салам пулнӑ. «Чи паха салам манӑн халӗ  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан  ывӑлран килни пулчӗ», — палӑртнӑ Николай Никандрович.

Пысӑк шайра иртнӗ тӗлпулура пуҫаруллӑ нумай проекта сӳтсе явнӑ. Ялсене тирпей-илем кӗртес программӑна  анлӑлатасси, ялти бизнеса аталантарасси, ҫул-йӗр инфраструктури, ялсен имиджне ҫӗклесси тата ытти ыйтусене хускатнӑ.

(Хамӑр инф).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *