Суббота, 27 апреля

Конференци иртнӗ

Конференци иртнӗ

Ноябрӗн 28-мӗшӗнче «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн ХХХII конференцийӗ пулса иртнӗ. Ӑна  партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Н.Н.Раськин ертсе пынӑ. Ун ӗҫне округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, парти членӗсем хутшӑннӑ.

Унта 6 ыйту пӑхса тухнӑ. Вӑрттӑн сасӑлавра  парти членӗ сем «Единая Россия» партин вырӑнти секретарӗ  пулма муниципаллӑ округ пуҫлӑхне Н.Н.Раськина суйланӑ. Вырӑнти политика совечӗн йышне партин Тукай Мишерӗнчи  пуҫламӑш организацийӗн секретарьне Н.С.Зарипова тата парти членне Р.М.Шарафутдинова кӗртнӗ.

Конференцире «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн малашнехи тӗллевӗсене палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех партин Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн XXXIV конференцийӗн ӗҫне хутшӑнма делегатсем суйланӑ.

Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗнӗ кандидатсене парти ретне илнӗ. «Единая Россия» партин проекчӗсене тата пуҫарӑвӗсене пурнӑҫлама хастар хутшӑннӑ ҫынсене Тав ҫырӑвӗсем панӑ.

Людмила Макарова,

«Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *