Суббота, 27 апреля

Уяв каҫӗ пурне те савӑнӑҫ парнелерӗ

Комсомольскинчи ачасен искусствӑсен шкулӗ округри культура пурнӑҫне аталантарас енӗпе пысӑк ӗҫ тӑвать. Унта вӗренекенсем округри, республикӑри мероприятисене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Конкурссемпе фестивальсенчен наградӑсемпе таврӑнаҫҫӗ. Куракансем вӗсен пултарулӑхне яланах хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ.

Иртнӗ юнкун Комсомольскинчи культура ҫуртне аннесене халалланӑ концерта  пуҫтарӑннисем те сцена ҫинчи кашни номере туслӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ, ӑсатса ячӗҫ. Программа пуян та тӗрлӗ енлӗ пулчӗ. Чӑваш, вырӑс, тутар халӑхӗн наци, бал ташшисем хӑйсен илемӗпе палӑрса тӑчӗҫ. Искусствӑсен шкулӗн тӗрлӗ ушкӑнӗсенче вӗренекенсем, тӗрлӗ ӳсӗмсенчи ачасем хӑйсене сцена ҫинче чӑн-чӑн артистсем пек  тытрӗҫ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин та, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.А.Комиссарова та залра ларакансене Аннесен кунӗ ячӗпе саламланӑ май искусствӑсен шкулӗн преподавателӗсене, воспитанникӗсене пултаруллӑ пулнӑшӑн тав турӗҫ. Николай Никандрович  искусствӑсен шкулӗнче тӑрӑшакан Н.В.Абдюшева, О.А.Буслаева, Т.Е.Иванова педагогсене творчествӑлла ӗҫре ӳсӗмсем тунӑшӑн муниципаллӑ округ администрацийӗн Хисеп грамотисемпе наградӑларӗ. Наградӑна «Островок» хореографи ушкӑнӗ те тивӗҫрӗ. Наталья Александровна вара шкул ҫулне ҫитмен ачасем хушшинче аннесене халалласа ирттернӗ ӳкерчӗксен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗ.

Уяв каҫӗ пурин кӑмӑлне те ҫӗклерӗ, савӑнӑҫ парнелерӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *