Суббота, 27 апреля

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ

Пирӗн ачалӑх вӑрҫӑ ҫулӗсене лекрӗ. Ҫавӑнпа  та йывӑрлӑхсене ир курма тиврӗ.

Эпӗ, 1939 ҫулта ҫуралнӑскер, Ҫӗнтерӳ пулнӑ ҫул улттӑ та тултарайманччӗ-ха. Атте фронта тухса кайнӑ, анне  пӗчӗк 3 ачапа яла тӑрса юлнӑ. Мӗн тери йывӑр килнӗ ӑна ҫав вӑхӑтра. Мӗнле чӑтӑмлӑх ҫитернӗ-ши?  Пире те  пӑхмалла пулнӑ унӑн, колхоз ӗҫне те хутшӑнма тивнӗ. Кӑнтӑрла хирте вӑй хунӑ, каҫхине йӗтем ҫинче тырӑ ҫапнӑ. Пӳртре хӗл кунӗ сенче сивӗччӗ. Вут хутса ӑшӑтма турат пуҫтарса килетчӗҫ. Аннесем ӗне каяшне типӗтсе хуратчӗҫ, унпа кӑмака хутма усӑ куратчӗҫ. Темӗнле хӗн килсен те пуҫ усман. Фронта та пулӑшнӑ. Ҫӗрулмине тураса типӗтетчӗҫ, алсиш-чӑлха ҫыхатчӗҫ. Вӑл вӑхӑтри шкул ачисем те пушӑ ларман. Хирте пучахсем пуҫтарнӑ, килтен киле ҫӳресе чӑх-чӗп каяшӗсене, кӗл пухнӑ, вӗсене хирсене сапнӑ. Аслисем ӗнесене, вӑкӑрсене кӳлме вӗрентнӗ, вӗсемпе ӗҫленӗ. Выльӑх валли апат пӗтсе ҫитсен  сарайсене витнӗ улӑма та сӳсе ҫитернӗ. Питӗ йывӑр пулнӑ вӑл вӑхӑтра ял ҫыннисене.

Ирсерен  ачасемпе пӗрле пуҫтарӑнса Кӗтне юханшывӗ хӗррине анни, унта ушкӑнпа ут кӑшкар курӑкӗ пуҫтарни асра юлнӑ. Ӑна ытампа пуҫтарса килеттӗмӗр те юратса ҫиеттӗмӗр. Пахчана тухса яшка пӗҫерме ҫӗрулми, чӗкӗнтӗр ҫулҫисем татса кӗни, чӑкӑт курӑкӗн  тӳммисене юратса ҫини, кӗркунне кӑмпана ҫӳрени, шӗшкӗ мӑйӑрӗ хӗле валли хатӗрлени асрах. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнакансене, пире, ҫутҫанталӑк пулӑшатчӗ. Ҫуркунне ҫӗрулми лартнӑ лаптӑкра чакаланаттӑмӑр, шӑннӑ улмасем шыраттӑмӑр. Крахмала куҫнӑ ҫӗрулми ҫӑнӑхӗнчен анне  ҫӑкӑр пӗҫерсе паратчӗ. Таса тырӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӑкӑра эпӗ шкул пӗтерсе института вӗренме кӗрсен ҫеҫ тутанса курнӑ.

Ачаранах эпӗ учитель пулма ӗмӗтленнӗ, кӗнекесем вулама юрататтӑм. Пуҫласа вуласа тухнӑ  кӗнеке ятне халӗ те астӑватӑп. Вӑл «Хӗрача ашшӗне шырать» ятлӑччӗ.

Эпӗ ҫемьере кӗҫӗнни пулнӑ та яланах аппасемпе пӗрле ҫӳреттӗм. Тетрадьсем ҫукчӗ аппасен, вӗсем кивӗ хаҫатсенчи, кӗнекесенчи таса вырӑнсене ҫыратчӗҫ. Чернил тума юман ҫулҫи ҫинчи мӑкӑльсене пуҫтаратчӗҫ, ӑна шывпа хутӑштарса пӑтрататчӗҫ.

Ҫу кунӗсенче ҫара уран    ҫӳренӗ, шкула та ҫаплах каяттӑмӑр. Урасем ҫурӑлса пӗтетчӗҫ те питӗ ырататчӗҫ. Йӗпе-сапа вӑхӑтӗнче ҫӑпатасем тӗпне такансем ҫыпӑҫтарса паратчӗҫ.

Пирӗн ялта пуҫламӑш шкул пурччӗ. Ӑна вӗренсе пӗтерсен  3—4 ҫухрӑмри Хырай Ӗнел ялне вӗренме ҫӳренӗ. Кайран Комсомольскине 10 ҫухрӑм утса каяттӑмӑр, уроксем хыҫҫӑн каялла килеттӗмӗр. Вӑл вӑхӑтра вӗреннӗшӗн те тӳлемеллеччӗ.

Хӗн-хурлӑ  пурнӑҫ ачасене мӗн пӗчӗкренех чӑтӑмлӑ пулма, йывӑрлӑхсене парӑнтарма вӗрентнӗ. Ҫакӑ малашнехи кун-ҫулра питӗ кирлӗ пулнӑ. Эпӗ халӗ  85 ҫул ҫинче пыратӑп. Пурнӑҫ тутине аванах астивсе курнӑ, нумай ҫул шкулта ачасене пӗлӳ панӑ. Вӗсем ҫӗршывшӑн юрӑхлӑ ҫынсем пулса ӳсчӗр тесе тӑрӑшнӑ.

Кӑҫал Чӑваш Республикинче Телейлӗ ачалӑх, Раҫҫейре Педагог тата наставник  ҫулталӑкӗсем. Ҫак статьяна та ҫав ҫулсене халалласа ҫыртӑм.

Паян ачасем чӑннипех  те телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен вӗренме, хӑйсене тӗрлӗ енлӗн аталантарма пур условисем те пур. Ҫавсемпе туллин усӑ курса ҫӗршыва малалла аталантаракансем пулса ӳсме вӗсене ҫирӗп сывлӑх сунатӑп. Сирӗн вӑрҫӑ ачисем курнӑ нушасене нихӑҫан та курмалла ан пултӑрччӗ.

Анна Ежергина,

 педагогика ӗҫӗн  ветеранӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *