Ял хуҫалӑх ыйтӑвӗпе калаҫнӑ

Округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче ҫак кунсенче округри ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе канашлу иртнӗ. Ӑна округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ. Ял хуҫалӑхӗ округра тӗп вырӑн йышӑннине палӑртнӑ май малашнехи тӗллевсем пирки чарӑнса тӑнӑ.

Канашлу ӗҫне округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.А.Комиссарова, ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Р.М. Шарафутдинов хутшӑннӑ.

Выльӑхсене биркӑлас ыйтупа выльӑх-чӗрлӗх чирӗсене хирӗҫ кӗрешекен станци начальникӗ С.А.Васильев чарӑнса тӑнӑ. Ку тӗлӗшпе малашне пурнӑҫламалли тӗллевсемпе паллаштарнӑ.

Кун йӗркине кӗртнӗ тепӗр ыйту вӑл — агролаборатори тӑвасси. Ун тӗллевӗ — ачасене мӗн пӗчӗкренех, шкул ҫулне ҫитичченех ял хуҫалӑх ӗҫӗсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарса пырасси. Ача сачӗсенченех ҫутҫанталӑк илемне туйса  ӳсме хӑнӑхтарасси, ҫӗр ӗҫӗпе ҫывӑхлатасси.

Канашлура ҫавӑн пекех ытти ыйтусене те пӑхса тухнӑ, кирлӗ йышӑнусем тунӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *