Хаҫатӑн кӑҫалхи октябрь — ноябрь уйӑхӗсенче «Ачасене ҫырма, вулама вӗрентнӗ, ырӑ ҫул пилленӗ» статьяна Раҫҫейри педагог тата наставник ҫулне халалланӑччӗ. Унта пирӗн округра (районта) нумай ҫул ачасене пӗлӳ тата тивӗҫлӗ воспитани парас ӗҫре тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хурса чыс-хисепе, патшалӑх наградисене тивӗҫнӗ вӗрентекенсем ҫинчен каласа панӑччӗ. Ҫавӑн пекех Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннӑ, унтан таврӑннӑ хыҫҫӑн шкулта тӑрӑшнӑ учитель-ветерансен ячӗсене те палӑртма тӑрӑшнӑччӗ. Унта асӑнмасӑр юлнӑ вӗрентекенсем пирки пӗлтерме ыйтнӑччӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннисем пирки каланӑ тӗле ҫак ятсене те хушса хумалла:
Макар Степанович Казаков (1899—1942 ҫ.ҫ.)
Тукай ялӗнче ҫуралнӑ. Патӑрьелӗнчи педагогика училищине вӗренсе пӗтернӗ. Хирти Явӑшри, Тури Тимӗрчкассинчи, Тукайри шкулсенче ӗҫленӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫлансан фронта тухса кайнӑ, ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнайман.
Николай Трофимович Ямщиков (1922—1961ҫ.ҫ.)
Тукай ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика училищине, учительсем хатӗрлекен институт пӗтернӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра 1941—1945 ҫулсенче ҫӗнтерӳшӗн ҫапӑҫнӑ, гвардии лейтенанчӗ миномет ротин командирӗ пулнӑ. «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденне, медальсене тивӗҫнӗ. Вӑл тӗрлӗ ҫулсенче Аслӑ Чурачӑк, Кӗтне Пасар ялӗсенче физикӑпа математика предмечӗсене вӗрентнӗ.
Виталий Трофимович Ямщиков
Тукай ялӗнче 1924 ҫулта ҫуралнӑ. Канашри педагогика училищинче вӗреннӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ. Хӑюллӑхпа паттӑрлӑхшӑн чылай наградӑсене тивӗҫнӗ. Нумай ҫул Хырхӗрри ялӗнчи шкулта ачасене физикӑпа математика предметне вӗрентнӗ.
Никама та манман, нимӗн те манӑҫман тетпӗр пулсан, ачасене пӗлӳ парас пархатарлӑ ӗҫре тӑрӑшнисене пурне те асра тытар.
Юрий Гаврилов.