Суббота, 27 апреля

Республикӑра хӳтӗлеме тивӗҫ пулнӑ

Республикӑра хӳтӗлеме тивӗҫ пулнӑ

Ноябрӗн 28-мӗшӗнче Комсомольскинчи Культура ҫуртӗнче  хор тата вокал коллективӗсен республикӑри конкурсӗн муниципалитетри тапхӑрӗ пулса иртнӗ.

Мероприятие  хутшӑнакансене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, «Навигаторы детства» проектӑн регионти координаторӗ Наталья Иванова, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Наталья Комиссарова саламланӑ, ӑнӑҫусем  суннӑ.

Конкурса округри 16 шкулти коллективсем хутшӑннӑ. Ачасем сцена ҫине тухса хӑйсен пултаруллӑхне туллин кӑтартма тӑрӑшнӑ. Пур коллектива та алӑ ҫупса саламланӑ. Жюри членӗсене чи             лайӑхисене суйласа илме ҫӑмӑлах килмен.

«Школьный хор «Песни моей страны» номинацире Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн коллективӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑнннӑ. Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнчи вӗренекенсем иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Чӗчкен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта вӗренекенсем.

«Семейный ансамбль «Связь поколений: любимые песни моей семьи» номинацире чи маттури Александровка пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулти Ванюркинсен ҫемйи пулнӑ.

Мероприяти интереслӗ иртнӗ, залра ларакансене савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ. Жюри канашласа ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ вӑхӑтра караоке-баттл тата флешмоб  йӗркелени вӗрентекенсене тунсӑхлама паман.

Ҫӗнтерӳҫӗсен округ чысне республикӑри конкурсра хӳтӗлеме тивет. Вӗсене ӑнӑҫу сунатпӑр.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *