Суббота, 27 апреля

Ял ҫыннисем 100 сетка ҫыхнӑ

Ҫӗршывра пайӑр мобилизаци пуҫланса пирӗн ентешсем Украина ҫӗрӗ ҫине тухса кайнӑранпа ҫулталӑк та ҫитрӗ. Ҫак хушӑра салтаксене кӑшт та пулин ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫласси ялсенче йӑлана кӗчӗ тесен те юрать. Акӑ, Хирти Мӑнтӑрти культура ҫуртӗнче те куллен ял ҫыннисем пуҫтарӑнса маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ.

Ҫак ӗҫе пуҫарса ярса йӗркелесе пыраканӗ — Герман Крылов. Ентешсем ятарлӑ ҫар операцине тухса кайсанах вӑл вӗсене мӗнле майпа пулӑшма пултарни ҫинчен ыйтса пӗлнӗ, ял ҫыннисене хутшӑнтарса пархатарлӑ ӗҫе пикеннӗ. Ҫак кунсенче хастарсем 100-мӗш маскировка сеткине ҫыхса хатӗрленӗ. «Пӗлтӗрхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласа паян кунчченех ҫӗнтерӳшӗн тӑрӑшса ӗҫлетпӗр. Ял ҫыннисем кӑмӑлтан ҫак ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Тамара Иванова, Галина Максимова, Альбина Гаврилова кашни кун тенӗ пек сетка ҫыхма пыраҫҫӗ, пуҫласа килекенсене те вӗрентеҫҫӗ. Ыттисем те пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах клуба ҫитеҫҫӗ», — каласа парать Герман Николаевич.

Ҫулталӑк хушшинче ял ҫыннисем пӗрле кар тӑрса 400 пин тенкӗ ытла укҫа пуҫтарнӑ, ятарлӑ ҫар операцине кайнӑ ҫамрӑксене валли тӗрлӗрен япаласем — ҫӗрле пӑхмалли прицел, ӑшӑ кӑтартакан монокуляр, генератор тата ытти кирлӗ хатӗрсем — туянса ӑсатнӑ. Малашне те ку ӗҫ малалла пырӗ. «Тыл ҫирӗп пулсан фронтри ентешсене те ҫӑмӑлрах пулӗ», — тесе хиртимӑнтӑрсем куллен пуҫтарӑнса ӗҫлеҫҫӗ, ҫӗнтерӗве ҫывхартас ӗҫе хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. 

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *