Понедельник, 29 апреля

Ирӗклӗ пушар хуралӗ ӗҫлет

Ирӗклӗ пушар хуралӗ ӗҫлет

Пирӗн территори уйрӑмӗнче ял хуҫалӑхӗн, промышленноҫӑн пысӑк предприятийӗсем ҫук. Ҫавӑнпа та ҫынсем хӑйсен вӑйӗпе ирӗклӗ пушар хуралне тытса тӑраҫҫӗ. Пушар машини «Госсорткомиссия» филиалӗн уйрӑмӗн ӑшӑ гаражӗнче ларать. Вӑл яланах ҫула тухма хатӗр. Ӑна В.Е.Ефремов, Н.Н.Яковлев, В.Г.Комаров пӑхса тӑраҫҫӗ, юсаҫҫӗ. Вӗсем ирӗклӗ пушар обществи ирттерекен республикӑри спорт ӑмӑртӑвне те хутшӑнаҫҫӗ, пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗсен йышне те кӗнӗ. Инкек куҫа курӑнса килмест, теҫҫӗ. Вырӑнта пушар машинине тытса тӑни вут-ҫулӑм сиксе тухнӑ вырӑна хӑвӑрт ҫитме май парать.

Надежда Голландцева,

тӗп специалист-эксперт.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *