Суббота, 27 апреля

Спорт – пурнӑҫ йӗрки

Спорт – пурнӑҫ йӗрки

«Гигант» колхозӑн футбол, волейбол, хоккей командисем районта яланах малти вырӑнсенче пынӑ, республикӑри ӑмӑртусенче те лайӑх кӑтартусем тунӑ. Ку ырӑ йӑла паянхи кун та ҫухалман. Территори уйрӑмӗсенчи кашни ялтах спорт площадкисем пур. Ӗҫ хыҫҫӑн спорта юратакансем унта тӗрлӗ вӑйӑсем выляҫҫӗ. Виҫӗ ялта хоккей площадкисем йӗркеленӗ. Вӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗпе тата вырӑнти ҫынсен тӑрӑшулӑхӗпе тунӑ.

Территори уйрӑмӗнче Совет Союзӗн Геройне Г.Чернова, Чечен вӑрҫинче пуҫ хунӑ И.Быкова асӑнса  ӑмӑртусем ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ҫамрӑксем хӑйсем те такам хушмасӑрах, хӑйсен пуҫарӑвӗпе, хавхаланӑвӗпе уявсенче, канмалли кунсенче тупӑшусем йӗркелеҫҫӗ. Пӗрле пуҫтарса призсем туянаҫҫӗ.  Ҫулталӑк тӑршшӗпе территори уйрӑмӗнче  ӑмӑртусем чылай иртеҫҫӗ. Вӗсене хамӑр тӑрӑхри спортсменсем ҫеҫ мар ытти ҫӗртен килнӗ спорта юратакансем те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *