Понедельник, 29 апреля

Салтак амӑшӗсемпе иртнӗ тӗлпулу

Салтак амӑшӗсемпе иртнӗ тӗлпулу

Аннесен кунӗ ҫывхарса пынӑ май Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫне хунӑ ентешсен амӑшӗсемпе тӗл пулчӗ. Ҫавра  сӗтел хушшинче чей ӗҫнӗ май  ӑшӑ та чуна пырса тивекен калаҫу пулчӗ.

Ҫавра сӗтел ӗҫне Чӑваш Республикин Комсомольски тата Елчӗк районӗ семпе ӗҫлекен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, Чӑваш Ен Ӗҫлев министерствин «Комсомольский ЦСОН» БУ директорӗ Ирина Долгова, «Защитники Отечества» фонд филиалӗн пирӗн округри социаллӑ координаторӗ Татьяна Тарасова та хутшӑнчӗҫ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче салтак амӑшӗсемпе арӑмӗсем Тӑван ҫӗршыв интересӗсемшӗн пуҫне хунӑ паттӑрсене — ывӑлӗсемпе упӑшкисене — аса илчӗҫ, хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене ҫӗклерӗҫ. Хӗрарӑмсем вилнӗ воинсене асӑнса  вӗсем вӗреннӗ шкулсенче  асӑну хӑмисем вырнаҫтармалли условисемпе тата ытти ыйтупа кӑсӑкланчӗҫ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пурне те ҫывхарса килекен уявпа саламларӗ, ырлӑх-сывлӑх,  вӑрӑм ӗмӗр сунчӗ.

«Сирӗн ҫухатӑвӑра, чун ыратӑвне эпир те сирӗнпе пӗрле пайлатпӑр,  ҫемйӗрсене пулӑшас тӗллевпе хамӑртан мӗн килнине пурне те тӑвӑпӑр. Паллах, амӑшӗн чӗринчи тарӑн суран  пирчесен те нихӑҫан та тӳрленмӗ. Ҫапах та хӑвӑр ҫине тиеннӗ хуйхӑ-суйха, йывӑр уйрӑлӑва эсир тӳсӗмлӗн чӑтса ирттеретӗр. Маттур ывӑлсем, паттӑр салтаксем ҫуратса ҫитӗнтернӗшӗн таймапуҫ сире», — терӗ Николай Никандрович.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *