Алӑ ӗҫ куравӗ уҫӑлнӑ

Алӑ ӗҫ куравӗ уҫӑлнӑ

Ҫитес канмалли кунсенче паллӑ тӑвакан Чӑваш тӗррин тата Анне кунӗ умӗн Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче Валентина Самаркинан алӑ ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Валентина Васильевна хӑйӗн выставкине  «Алӑ  ӗҫӗ кӑмӑла ҫӗклет, чуна йӑпатать» ят панӑ.

В.В.Самаркина Тӑманлӑ Выҫли ялӗнче пурӑнать, ҫамрӑкранах алӑ ӗҫӗ тума кӑмӑллать. Музейре йӗркеленӗ куравра вӑл тӗрленӗ, рамкӑна вырнаҫтарнӑ илемлӗ тӗрӗсемпе, капронран  тунӑ тӗрлӗ тӗслӗ чечексемпе, чӗнтӗр йӗппипе ҫыхнӑ япаласемпе паллашма пулать. Пӑрчӑкан пек ӗҫчен хӗрарӑм хӑйне валли шурӑ пиртен кӗпе ҫӗлесе тӗрӗпе капӑрлатнӑ. Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакан ҫакнашкал маттур ҫынсемпе чӑннипех те мӑнаҫланма пулать.

«Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующийӗ А.О.Полякова, Тукай территори уйрӑмӗнчи культура ӗҫченӗсем Валентина Васильевнӑна  курав уҫӑлнӑ ятпа саламланӑ, пултарулӑх ӗҫӗнче ӑнӑҫу суннӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *