Тӳрӗ эфир валли ыйту хатӗрлӗр

Ноябрӗн 27-мӗшӗнче 11 сехетре Комсомольски муниципаллӑ округ администрацийӗн «ВКонтакте» социаллӑ сетӗнчи официаллӑ ушкӑнӗнче «Актуальные вопросы образования округа» темӑпа тӳрӗ эфир пулать. Ыйтусем ҫине муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин хуравлӗ. 

Эфира Чӑваш Республикин Регионсен управленийӗн центрӗ пулӑшнипе ирттереҫҫӗ.

Округра пурӑнакансем асӑннӑ темӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене пӗлтерӳ айне комментарисем маларах ҫырса, ҫавӑн пекех тӳрӗ эфир пынӑ чухне те пама пултараҫҫӗ. Ертӳҫӗ трансляци вӑхӑтӗнче хуравласа ӗлкӗреймен ыйтусене пурне те каярах пӑхса тухса хурав парӗ.

Тӳрӗ эфира https://vk.com/video-203464561_456239204 ссылкӑпа кӗме пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *