Понедельник, 29 апреля

Пӗр шухӑшлӑ пулсан ҫӗнтерме пултарӑпӑр

Пӗр шухӑшлӑ пулсан ҫӗнтерме пултарӑпӑр

«Паян пирӗн пурин те пӗр тӗллев — Раҫҫей салтакӗсем тӗрӗс-тӗкел ҫӳреччӗр, часрах Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнччӑр. Ӗҫӗмӗр ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшнине пӗлсе тӑни пире хавхалантарать. Ҫавӑншӑн эпир кашни кун РФ Социаллӑ фончӗн округри клиент служби ҫумӗнчи «Кӗмӗл ӑру» центра маскировка сетки ҫыхма пуҫтарӑнатпӑр», — теҫҫӗ Комсомольскинче пурӑнакан маттур хӗрарӑмсем.

 «Кӗмӗл волонтерсем» пурте тивӗҫлӗ канура, хӑшӗ 60-тан иртнӗ, ҫичӗ теҫетке ҫул урлӑ каҫнисем те пур. Эрнере пилӗк кун, ӗҫе ҫӳренӗ пек, хутшӑну центрне кашни кун 10—15 ҫынран кая мар пухӑнать. Пӗрисем хӑюсем касаҫҫӗ, теприсем вӗсене тетел ҫине ҫыхса пыраҫҫӗ. Ятарлӑ материалсемпе «Своих не бросаем. Комсомольское» волонтерсен ушкӑнӗ тивӗҫтерсе тӑрать. Сетка ҫыхнӑ май ҫӗнӗ хыпарсене сӳтсе яваҫҫӗ, шӳтсем анекдотсем калаҫҫӗ, юрласа та илеҫҫӗ. Тӑрӑшса, туслӑ ӗҫленӗрен ӗҫӗ те ӳсӗнсе пырать, маттурсем саккӑрмӗш сеткӑна пӗтернӗ. 

Килӗнче ӗҫлекенсем те йышлӑн. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли кам ҫӑм чӑлха, кам мунчала ҫыхать. Хатӗррисене хутшӑну центрне илсе килсе параҫҫӗ. Хӑш чухне хут ҫине кӗлӗсем ҫырса хатӗр нускисем ӑшне те чиксе яраҫҫӗ. Чӑваш Енрен гуманитари тиевӗ ӑсатнӑ чухне комсомольскисем ҫыхнӑ япаласене те пӗрле парса янӑ.

Ҫӳлерех каланӑччӗ ӗнтӗ, хӗрарӑмсем кашни кун, иртен пуҫласа каҫкӳлӗмчченех, сетка ҫыхаҫҫӗ. Каннӑ хушӑра чей ӗҫес, апат та ҫырткаласа ярас килет. Ӗҫчен хӗрарӑмсене апат-ҫимӗҫ  енӗпе Комсомольскинче пурӑнакан Димитрий Потапов пулӑшу кӳрет. Чӑлха-нуски ҫыхмалли ҫӑм ҫипписемпе Галина Зайцева предприниматель тивӗҫтерет. Кӗҫӗн Каҫал каччи Игорь Козин вара мунчала валли ҫип туянса панӑ. Вӗсене никам та хистемест, хӑйсемех чунӗ ыйтнипе, чӗри хушнипе ҫак пархатарлӑ ӗҫе тӑваҫҫӗ.

Ҫӗршыва сыхлакансене кашниех мӗнпе те пулин пулӑшма тӑрӑшать. Мӗнле-ха унсӑрӑн, вӗсем пурте пирӗн хӳтӗлевҫӗсем-ҫке. Халӗ округри кашни ялта тенӗ пекех маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, пӗрне ырласа теприне хурламалли ҫук. «Каҫал ен» хаҫатра, «Ырӑ ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет» проектра та хастарсем ҫинчен ҫырсах тӑратпӑр.

Чӑннипех те, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене халӑх пӑрахмасть. Эпир ҫапла пӗр шухӑшлӑ пулсан ҫеҫ ҫӗнтерме пултарнине чунӗпе кашниех ӑнланать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *