Понедельник, 29 апреля

Мӑнукӗсем пурӑнма вӑй-хал параҫҫӗ

Мӑнукӗсем пурӑнма вӑй-хал параҫҫӗ

Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан Валентина Андреевна Белинова ноябрӗн 19-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ.

Валентина Хирти Шӑхасан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн ачалӑхӗ хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсене лекнӗ. Ашшӗ 1940 ҫулта йывӑр чире пула вилнӗ. Амӑшӗ, Кӗтерне аппа, тӑватӑ ачине пӗчченех тӗрӗс-тӗкел пӑхса ҫитӗнтерес тесе тӑрӑшнӑ. Хӗрачан ҫичӗ класс кӑна вӗренме тӳр килнӗ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче Валя аппа малтанах фермӑра ҫамрӑк пӑрусене пӑхнӑ. 1950 ҫулта вара пултаруллӑ ҫамрӑка Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи сӗт-ҫу фермине дояркӑна куҫарнӑ. 

«Вӑл вӑхӑтсенче фермӑри пӗтӗм ӗҫе алӑ вӗҫҫӗн пурнӑҫланӑ, утӑ-улӑмне, тислӗке лашасемпе турттарнӑ. 25—30 ӗнене алӑпа сунӑ. Сӗт флягисене те хамӑрӑнах машина ҫине тиеме тивнӗ. Ӗнесем пӑруланӑ тапхӑрта вара апат ҫиме кӑна киле кайса килнӗ, фермӑра черетпе хурал тӑнӑ, — аса илет ҫав вӑхӑтсене Валентина Андреевна. — Астӑватӑп-ха, малтанхи ҫулсенче пӗр ӗне пуҫне ҫулталӑкра 600—700 килограмм сӗт сӑваттӑмӑр, тепӗр 5—6 ҫултан сӑвӑм 3000 килограмран та иртсе кайрӗ». 

1956—1958 ҫулсенчи сӑвӑм кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Валентина «Республикӑри чи лайӑх доярка» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. 1959 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче Валентина Андреевнӑна Патӑрьел суйлав округӗпе РСФСР Верховнӑй Совечӗн депутатне суйланӑ. Депутат тивӗҫне вӑл 5 ҫул хушши пурнӑҫланӑ, суйлавҫӑсен нумай наказне пурнӑҫа кӗртнӗ.

1957 ҫулта хӗр Аслӑ Ҫӗрпӳел каччипе Виталий Белиновпа ҫемье чӑмӑртанӑ, ӗҫчен мӑшӑр хӑтлӑ кил-ҫурт ҫавӑрнӑ. Вӗсем икӗ хӗрпе ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, вӗрентсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Шел пулин те, Виталий Ильич ир ҫӗре кӗнӗ, ывӑлне те вӑхӑтсӑр пытарчӗ Валя аппа. Хӗрарӑм хуйхӑ-суйха ачисемпе йӑпанса, вӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнса пусарнӑ. Хӗрӗсем Шупашкар хулинче тӗпленнӗ, ҫапах та тӑван килне тӑтӑш килсе ҫӳреҫҫӗ. Хӑйсене тӗрӗс-тӗкел ӳстернӗшӗн амӑшне тав тӑваҫҫӗ, яланах ӑна юратни, хисеплени ҫинчен пӗлтерме васкаҫҫӗ. Валя аппана 5 мӑнукӗ тата 9 кӗҫӗн мӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ, пурӑнма вӑй-хал параҫҫӗ.

В.А.Белинова ӗҫри тӑрӑшулӑхшӑн ВДНХ медалӗсене, Хисеп хучӗсене, парнесене, «,ҫ ветеранӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Паянхи кун Валентина Андреевна пӗчченех пурӑнать, килти хуҫалӑхра тӑрмашать, хур-кӑвакал ӳстерет. Хӗллехи вӑрӑм каҫсенче алӑ ӗҫӗ тума юратать, алса-чӑлха ҫыхать. 

Валентина Андреевнӑна сумлӑ юбилейпе Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн специалисчӗ Александр Иванов, Комсомольски муниципаллӑ округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Александр Тихонов, ҫывӑх тӑванӗсем саламларӗҫ. Ӗҫ ветеранне  парнесем парса чысларӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, канлӗ ватлӑх сунчӗҫ. Хӑйне чыс тунӑшӑн хисеплӗ ватӑ пурне те тав туса сывлӑх пехиллерӗ.

А.ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *