Чӗнсе калани хавхалантарнӑ

Чӗнсе калани хавхалантарнӑ

Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗпе «Пӗрле» фонд госпитальсенче сипленекен салтаксене пулӑшма чӗнсе каланине республикӑра пурӑнакан чылай ҫын чӗри патне йышӑннӑ. Ҫав тери нумай япала пухӑннӑ, вӗсем тӗрлӗ ҫӗре яма ҫитеҫҫӗ. Ку хутӗнче 3 тонна гуманитари грузне Луганск  халӑх республикинчи фронт ҫывӑхӗнчи зонӑри госпитальсене ӑсатнӑ.

Пулӑшу шучӗпе пӗр хутчен усӑ курмалли пеленкӑсем, простыньсем, аслисем валли подгузниксем, харпӑр гигиена хатӗрӗсем, чейпе кофе ӑсатнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисен ҫырӑвӗсене те, кӗнекесем те илсе кайнӑ.

Луганскри ҫар чаҫӗсенчен пӗринче боец-ентешсемпе тӗлпулу иртнӗ. Вӗсене харпӑр гигиена хатӗрӗсене панӑ. «Пӗрле» фондран — пауэрбанксем (телефонсене зарядка памалли хатӗрсем), ҫемҫе наҫилккасем, дизельлӗ ӑшӑ пушкисем, дизель-генератор (ӑна Вырӑс драмтеатрӗнче ӗҫлекенсем укҫа пухса туяннӑ), Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗнчен — маскировка сечӗсем. «Энежъ» хресченпе фермер хуҫалӑхӗ 100 кг йӳҫӗтнӗ купӑста тата 65 кг тӑварланӑ хӑяр, Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр завочӗ 9 михӗ сушка, республикӑри катастрофа медицинин центрӗ эмелсем куҫармалли виҫӗ кофра парса янӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *