Тӗрӗре халӑх пурнӑҫӗ, кун-ҫулӗ

Тӗрӗре халӑх пурнӑҫӗ, кун-ҫулӗ

Чӑваш тӑрӑхӗ ҫӗр пин сӑмахпа, ҫӗр пин юрӑпа пӗрлех ҫӗр пин тӗрӗпе те пуян пулнине халӑхӑмӑра ҫутта кӑларакан И.И.Яковлев уйрӑммӑн палӑртса каланӑ. Тӗрӗ чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗнче мӗн авалтанах тӗп вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн халӑхӑн эрешӗсем музейсенче 18-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчисем ҫеҫ сыхланса юлнӑ пулин те, ку ал ӗҫ ӑсталӑхӗ маларах та пулнах ӗнтӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пусма юрӑхсӑра тухнипе  унчченхи ӑстасен ӗҫӗсене курса хаклаймастпӑр.

Чӑваш халӑхӗ  тӗррисенче хӑйӗн  пурнӑҫӗпе кун-ҫулне кӑтартса панӑ. Тӗпчевҫӗсемпе искусствоведсем  вӗсем хӑйне- евӗрлӗхпе палӑрса тӑнине калаҫҫӗ. Чӑваш тӗрри вӑл пӗр тӗвӗсӗр пулнипе, эрешӗсем рунӑ ҫырӑвне аса илтернипе уйрӑлса тӑрать.

Чӑваш ялӗсенче хӗр ачасене 5 ҫултах йӗппе ҫип тыттарса тӗрлеме хӑнӑхтарнине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем 12—14 ҫула ҫитнӗ ҫӗре кӑткӑс эрешсем хатӗрлеме хӑнӑхса ҫитнӗ. Качча каймалли вӑхӑт тӗлне вӗсен   ҫӳпҫинче тӗрӗллӗ япала чылай пуҫтарӑннӑ. Хӗр килӗшме килекенсем пулас арӑма ун тӗррисем тӑрӑх хакланӑ. Ал ӗҫ тума пӗлмен хӗре каччӑсем те арӑм тума килӗшмен.

Тӗрӗ ӑсталӑхӗ ламран-лама куҫса пырса паянхи куна ҫитнӗ. Ӑна малалла та сыхласа хӑварас, аталантарас тесе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2020 ҫулта ятарлӑ указпа ноябрӗн 26-мӗшӗ Чӑваш тӗррин кунӗ тесе палӑртнӑ. Ку датӑна ахальтен суйласа илмен. Ҫак кун чӑваш тӗррине аталантарас, тӗнче шайӗнче кӑтартас енӗпе нумай ӗҫ тунӑ РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш АССР халӑх художникӗ, СССР художниксен союзӗн членӗ Екатерина Ефремова ҫуралнӑ. Ҫапла вара Чӑваш тӗррин кунне кӑҫалхипе 4-мӗш хут паллӑ тӑватпӑр.

Пирӗн республикӑра тӗрӗ  алӑсталӑхне аталантарас енӗпе «Паха тӗрӗ» фирма тухӑҫлӑ ӗҫлет. Ҫавӑн пекех Мария Симакова, Евгения Жачева, Татьяна Петрова тата ытти тӗрӗ ӑстисем те хӑйсен ӗҫӗсемпе тӗнче шайӗнче палӑрнӑ.

Пирӗн округра та тӗрӗ ӑстисем сахал мар. Валентина Хораськина, Людмила Козлова, Зинаида Киргизова, Мария Ильязова, Людмила Шорникова, Валентина Самаркина, Екатерина Пермякова, Надежда Абдюшева, Ираида Карпова, Вера Макарова, Алина Афанасьева, Елена Сорокина, Любовь Филиппова тата ыттисем те хӑйсен ӗҫӗсене республикӑри, округри конкурс-выставкӑсене тӑратса пӗрре мар наградӑсене тивӗҫнӗ. Вӗсем, паллах, парнесемпе чыс-хисепшӗн алла йӗппе ҫип тытмаҫҫӗ.  Чун-чӗре ыйтнипе, илемлӗх енне туртӑннипе алӑ ӗҫӗ тӑваҫҫӗ. Ун пек ӑстасем округра татах та нумай. Вӗсене пурне те асӑнса та пӗтереймӗн. Нумайӑшӗ хӑйсен ӑсталӑхне ҫамрӑксене парса хӑварас тесе тӑрӑшать.

Ялсенче хӗрарӑмсем пурӑнакан кашни киле кӗрсенех тӗрӗллӗ мӗнле те пулин япала курма пулать. Тӗрлӗ эрешсемлӗ чӳрече каррисем, чаршавсем, сӗтел ҫиттисем, ал шӑллисем, кӗпе-тумтир… хӑйсен илемлӗхӗпе чуна хӑпартлантараҫҫӗ.

Чӑваш тӗрри пирки калаҫнӑ май, пирӗн республикӑра пурӑнакан ӑстасем чи малтан Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата ЧР культура министрӗ Светлана Каликова пуҫарса янӑ «Тӗрӗллӗ Раҫҫей картти»  проекта хутшӑннине те палӑртса хӑвармасӑр иртме ҫук. Ку пуҫару Раҫҫейри Культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкӗнче пулнӑ. Каярахпа ҫак енӗпе Раҫҫейри пур регионта та ӗҫлеме пуҫланӑ. Тӗрӗллӗ Раҫҫей карттине хатӗрлеме 250 тӗрӗ ӑсти хутшӑннӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ  лару-тӑрура кӑҫал  Мускаври           ВДНХра «Раҫҫей» выставка-курав уҫӑлнӑ кун анимаци мелӗпе презентациленӗ. Карттӑпа 75-мӗш павильонра паллашма пулать. Вӑл 2х6,7 метр пысӑкӑш, 50 килограмм таять. Ӑна хатӗрленӗ чухне 50 ытла материалпа (тир-сӑранпа, янтарьпе, жемчугпа, ракушкӑсемпе, ылтӑн тата кӗмӗл ҫипсемпе…) усӑ курнӑ. Выставка-курава килнисенчен чылайӑшӗ ӑна пысӑка хурса хакланӑ.

Чӑваш тӗррин кунне халалласа пирӗн округра та яланхи пекех тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Ал ӑстисен ӗҫӗсемпе паллаштаракан куравсем пулӗҫ. Шкулсенче, библиотекӑсенче, музейсенче, культура ҫурчӗсенче Чӑваш тӗррин кунне чыслӑн уявлама хатӗрленме пуҫланӑ та.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *