Спектакле хапӑлласа пӑхнӑ

Спектакле хапӑлласа пӑхнӑ

Ноябрӗн 19-мӗшӗнче  Шупашкарти П.П.Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче «Кунта шурӑмпуҫӗ лӑпкӑ» спектакль пулчӗ.

Ӑна Борис Васильевӑн «А зори здесь тихие» повеҫӗ тӑрӑх  Иван Иванов чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. Режиссерӗн ятне чылайӑшӗ илтнех, вӑл — ЧР культурин тава  тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Егоров. Ӑна радио итлекенсем ытларах «Пирӗн яла пырса кӗрсен» кӑларӑма ертсе пыракан пек пӗлеҫҫӗ.

Рольсенче  — И.С.Максимов-Кошкинский ячӗллӗ Чӑваш халӑх драма  театрӗн артисчӗсем. Вӗсен хушшинче пирӗн тӑрӑх хӗрӗ те пур, вӑл — Тукайра ҫуралса ӳснӗ Татьяна Матросова. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студентки зенитчицӑсен отделени командирӗн Рита Осянинӑн рольне питӗ ӑста та ӗненмелле вылять. Ытти рольсене калӑплакансем те профессиллӗ  артистсем мар, ҫапах вӗсем театр искусствине чунтан юратаҫҫӗ.  «Кунта шурӑмпуҫӗ лӑпкӑ» спектакль куракансене пурне те килӗшрӗ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *