Мӗн тунипе ҫеҫ лӑпланса лармалла мар

Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансен ӗҫӗ кирек хӑш ҫул та ҫӑмӑл пулман. Агротехника ӗҫӗсене вӑхӑтра пурнӑҫласан та тепӗр чухне ҫанталӑк хӑйӗн витӗмне парать. Кӑҫалхи ҫул та вӑл хӑйнеевӗрлӗхпе палӑрса тӑчӗ, ҫӗр ӗҫченӗсемшӗн сахал мар кӑткӑслӑх кӑларса тӑратрӗ.

Ҫӗр ӗҫченӗ ҫурхи ака-сухара пысӑк тухӑҫ илессе шанса ӗҫлет. Кӑҫал округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 13614 гектар ҫинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, 6099 гектар выльӑх апачлӗх культурӑсем, 1037 гектар техника культурисем (хӗвелҫаврӑнӑшӗ, рапс тата ыттисем те),  767 гектар ҫӗрулми, 53 гектар пахчаҫимӗҫ  ҫитӗнтерчӗҫ. Ҫуракинче акса хӑварнисем аван шӑтса тухрӗҫ. Калчасене тӗрӗслемелли смотрта пысӑк тухӑҫ пама шантаратчӗҫ. Анчах та ҫанталӑк типӗ тӑни вӗсене чӑрмав кӳчӗ. Апла пулин те агротехника ӗҫӗсене вӑхӑтра та пӗлсе пурнӑҫлани округри хӑш-пӗр хуҫалӑхсене пысӑк тухӑҫ илме май пачӗ. «Слава картофелю»  агрофирма, «Рассвет», «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗсем, Атласкинӑн фермер хуҫалӑхӗ, «Родина», «Сюрбеево» ОООсем кашни гектартан 30—40 центнер таран пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем пуҫтарса кӗртрӗҫ. Округӗпе вӑтам тухӑҫ бункер виҫипе шутласан кашни гектар пуҫне 30,5 центнерпа танлашрӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем кашни условнӑй выльӑх пуҫне шутласан 30 центнер апат единици чухлӗ выльӑх апачӗ хатӗрленӗ.

Кӑҫал «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗ, «Сюрбеево» ООО, Р.А.Хайртдиновӑн фермер хуҫалӑхӗ 337 гектар ҫинче хӗвелҫаврӑнӑшӗ ҫитӗнтерчӗҫ. Кашни гектартан 15 центнера яхӑн продукци пуҫтарса  илчӗҫ.

Ҫӗрулмие «иккӗмӗш ҫӑкӑр» тетпӗр. Ӑна маларахри ҫулсенче кашни хуҫалӑхрах туса илетчӗҫ. Иртнӗ ҫул ҫак культурӑпа округри 7 хуҫалӑх ӗҫленӗ. Малта пыракан технологипе пӗлсе усӑ курни, шӑварса тӑни «Слава картофелю», «Комсомольские овощи» агрофирмӑсене, Н.Г. Самаринӑн, В.Н.Тякановӑн фермер хуҫалӑхӗсене кашни гектар пуҫне 300 е ытларах та центнер ҫӗрулми туса илме май пачӗ. Округӗпе илсен «иккӗмӗш ҫӑкӑр» вӑтамран кашни гектартан 283 центнер тухнӑ. Пахчаҫимӗҫпе кӑҫал  «Комсомольские овощи» агрофирма, В.Н.Михайловӑн, М.В.Котоман фермер хуҫалӑхӗсем ӗҫлерӗҫ. Кунта вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 382 центнерпа танлашрӗ.

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем уй-хир культурисен сорчӗсене ҫӗнетсех пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Лайӑх вӑрлӑхран ҫеҫ пысӑк тухӑҫ илме май пулнине ӑнланса кӑҫал кӗр тыррисене акнӑ чухне ҫакна шута илсе ӗҫлерӗҫ. Пӗтӗмпе кӗркунне  3460 гектар ҫине кӗрхи тулӑ тата ыраш акса хӑварнӑ. Ака вӑхӑтӗнче ҫӗр типӗ пулни чылай хуҫалӑх ертӳҫине шиклентерчӗ. Пӗтӗмӗшле илсен кӗрхи культурӑсем аванах шӑтса тухрӗҫ.

Хуҫалӑхсен ертӳҫисен ҫӗр пулӑхлӑхне лайӑхлатса пыма тӑрӑшмалла. Тӑпрана извеҫ тата фосфор ҫӑнӑхӗ сапниех  тухӑҫ ҫине 30 процент таран витӗм пама пултарать.  Ку енӗпе патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курни аван. Акӑ, «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ  патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса 76 гектар ҫӗр ҫине фосфор ҫӑнӑхӗ сапрӗ. Округри ытти хуҫалӑхсен те ку пулӑшупа  усӑ курма тӑрӑшмалла.

Ял хуҫалӑхӗн тепӗр тӗп отраслӗ вӑл — выльӑх-чӗрлӗх. Пирӗн округра пурӗ 15 пин ытла пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутланса тӑрать. Вӑл шутран ял хуҫалӑх предприятийӗсенче — 7505  пуҫ. Вӗсене ӑнӑҫлӑ хӗл каҫарма ҫителӗклӗ таран апат хатӗрлеме тӑрӑшрӗҫ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем  6399 тонна утӑ, 17888 тонна сенаж,  16700 тонна силос янтӑларӗҫ.

Шел пулин те, сӑвакан ӗнесен шучӗ 3 процент чакни палӑрать. Кӑҫалхи октябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне ял хуҫалӑх предприятийӗсем 11463  тонна сӗт туса илнӗ. Вӑтамран кашни ӗнерен 4222 килограмм сӗт сунӑ.  Ку кӑтарту «Асаново» ЯХПКра 6555 килогрампа, «Рассвет» ЯХПКра 6310 килогрампа, «Искра» колхозра  5588 килогрампа танлашать. Сӗт сӑвассине пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтринчен «Урожай» колхоз 25,9 процент, «Восток» ЯХПК 23,4 процент, «Дубовка» ООО 17 процент, «Искра» колхоз 13 процент  ӳстернине палӑртма кӑмӑллӑ.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсен фермисенче  786,7 тонна аш-какай туса илнӗ. Ку пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтринчен  13 процент ытларах.

Паянхи кун ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи ӗҫсем техника ҫине тиенеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та машинӑпа трактор паркне ҫӗнетсе пыни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн округри пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем кӑҫал 113  миллион тенкӗлӗх тӗрлӗ техника туяннӑ. Вӗсенчен чылайӑшне патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса илнӗ. Ҫавӑн пекех «Россельхозбанк» АО, «Сбербанк» ПАО ял хуҫалӑх продукцийӗпе ӗҫлекенсене нумай вӑхӑтлӑх инвестици кредичӗсем панӑшӑн та тав сӑмахӗ каламалла. Ҫӗнӗ техника туянма «Росагролизинг» АО та лайӑх условисем туса парать.

Кӑҫал округра инвестициллӗ икӗ пысӑк проекта  20,3 миллион тенкӗлӗх ӗҫе кӗртнӗ. И.И.Пахалов фермер хуҫалӑхӗнче кормоцех хута кайнӑ, З.М.Сафиуллин фермер хуҫалӑхӗнче 55 пуҫ ӗне тытмалли ҫемье фермине туса пӗтернӗ. Кунсӑр пуҫне тата ытти проектсем те пур. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 71,7 миллион тенкӗлӗх инвестици проекчӗсене пурнӑҫламалла.

Округри ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен предприятисем пирки те чарӑнса тӑрасшӑн. Ку енӗпе  пирӗн тӑрӑхра «Кооператор» ООО, «Тав» ООО, «Комбинат питания» ООО, «Хлебозавод» ООО, Г.М.Хайретдиновӑн фермер хуҫалӑхӗ, «АгроМол» ССППК тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем хамӑр округа ҫеҫ мар, республикӑна та, Раҫҫейри ытти регионсене те ҫӑкӑр-булкӑпа, кондитер изделийӗсемпе, тутлӑ шывсемпе, сӗт продукцийӗпе тивӗҫтереҫҫӗ.

Ял хуҫалӑх отраслӗ малалла та аталантӑр тесен мӗн тунипе ҫеҫ ҫырлахса лармалла мар. Выльӑх-чӗрлӗх фермисене модернизацилемелле, выльӑхсен ӑратлӑхне лайӑхлатас енӗпе ӗҫлемелле. Ӳсен-тӑран отраслӗнче уй-хир культурисене шӑварассине йӗркелеме тӑрӑшмалла. Ҫавӑн пекех ял хуҫалӑхӗнче те цифровизаци ҫине куҫса пыни кирлӗ.

Малалла аталанса пырас тесен ӗҫе ҫӗнӗлӗхсем кӗртни кирлӗ. Малта пыракан технологисене алла илсен ҫеҫ ҫитӗнӳсем килӗҫ.

2023 ҫул вӗҫленсе пырать. Ҫулталӑк тӑршшӗнче мӗн тунине тишкерсе пӑхмалла, ҫитес ҫулхи тӗллевсене палӑртмалла. «Пучах хӗллех тулма пуҫлать», тенӗ ваттисем. Ҫак чӑнлӑха  тӗпе хурса  малашне ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пырасчӗ.

Минзаит Зайнуллин,

округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *