Пурнӑҫне культурӑпа искусствӑна халалланӑ

Нумаях пулмасть Раҫҫей Федерацийӗн культура министрӗ Ольга Любимова тӑван ен культурине аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн 30 ҫынна чысланӑ. Пысӑк хисепе тивӗҫнисем шутӗнче — литераторсем, режиссерсем, пултарулӑх коллективӗсен илемлӗх ертӳҫисем, артистсемпе преподавательсем.

Наградӑпа тивӗҫнисен хушшинче Чӑваш Республикинчи Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралса ӳснӗ  Анатолий Николаевич Аринин — поэт, ҫыравҫӑ, композитор, музыкант, психолог, философ, юрист — пулнӑ. Ӑна Раҫҫей Президенчӗ В.В.Путин «Культурӑра тата ӳнерте вӑй хунӑшӑн» медальпе наградӑланӑ. Регионти культурӑпа искусствӑн паллӑ деятелӗсен хушшинче патшалӑхӑн асӑннӑ наградине тивӗҫнӗ пӗрремӗш ҫын вӑл.

А.Н.Аринин хӑйӗн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ. Малашне те пӗтӗм пултарулӑхне тӑван культурӑна, кӑмӑл-сипете аталантарма ярассине пӗлтернӗ.

А.Н.Аринин — ЧР Писательсен союзӗн правленийӗн членӗ, темиҫе обществӑлла организацин — Пултарулӑх пуҫарӑвӗсен комитечӗн, Кӑмӑл-сипет академийӗн, «Данс-рок-капеллӑн» — ертӳҫи, Мускаври финанспа юридици академийӗн регионти представителӗ, Чӑваш Республикин композиторӗсен Ассоциацийӗн членӗ. Вӑл республикӑшӑн та, Раҫҫейшӗн те усӑллӑ ӗҫ тӑвать.

Анатолий Аринин пурнӑҫӗн пысӑк пайне культурӑпа искусствӑна халалланӑ, унӑн 20 ытла кӗнеке тухнӑ — поэзи, проза, публицистика, ӑслӑлӑх статйисемпе монографисем.

А.Н.Аринин 3000 ытла сӑвӑ ҫырнӑ. Унӑн поэзийӗн тӗп темисем — патриотла, гражданла, юратуллӑ, философиллӗ лирика, вӗсен никӗсӗнче — кӑмӑл-сипет идеалӗсене мала хурасси. Унӑн пултарулӑхӗнче Тӑван ҫӗршыва — Раҫҫее, ҫавӑн пекех Чӑваш Ене халалланисем, вӑл пурӑннӑ тата ӗҫленӗ вырӑнсем ҫинчен ҫырнисем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Пултаруллӑскерӗн сӑввисене Раҫҫейӗн паллӑ артисчӗсем халӑх умӗнче вуланӑ, вӗсен хушшинче РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ, театрпа кино актерӗ Михаил Полосухин, ЧР Патшалӑх пукане театрӗн артисчӗ Маргарита Гурьева поэтесса тата ыттисем те. Унӑн поэзине хакласа «Юность» журналӑн критика пайӗн заведующийӗ,  Мускав писателӗсен союзӗн секретарӗ К.В.Ковальджи, Чӑваш халӑх писателӗ, ЧР Писательсен союзӗн председателӗ М.Н.Юхма, чӑваш халӑх поэчӗ Р.В.Сарпи рецензисем ҫырнӑ. А.Н.Аринин сӑввисемпе А.П.Галкин (Шупашкар хули), А.Н.Иванов (Тверь хули), О.Сурош-Ветошев (Сыктывкар хули) вырӑсла тата чӑвашла 500 ытла юрӑ хывнӑ.

Аринин Чӑваш патшалӑх филармонийӗн композиторӗпе, ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗпе А.П.Галкинпа пӗр теҫетке кӑна мар юрӑ кӗвӗленӗ, чылайӑшӗ шлягер пулса тӑнӑ. Вӗсене пысӑк сценӑсем ҫинче шӑрантарнӑ. Ҫав хайлавсене ЧР Патшалӑх филармонийӗн «Ҫеҫпӗл» ансамблӗ, ЧР халӑх артисчӗсем Ирина Резникова, Татьяна Прытченкова, Александр Галин, Мари Эл Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Федяев, ҫавӑн пекех «Данс-рок-капелла» тата ыттисем юратса юрлаҫҫӗ.

Анатолий Аринин нумай ҫул ҫамрӑксене пултарулӑхне аталантарма пулӑшать, ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнче те ыркӑмӑллӑх ӗҫ-хӗлне хастар ертсе  пырать.

Ҫакна палӑртмалла, 2022 ҫулта, культурӑна аталантарас тесе  нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн, А.Н.Аринина РФ Культура министерствин «Раҫҫей культурине тӳпе хывнӑшӑн» хисеп паллипе чысланӑ. Ҫак наградӑна ӑна маларах РФ Правительствин Председателӗнче, ФСБ директорӗнче ӗҫленӗ Сергей Степашин панӑ. Вӑл та А.Н.Арининӑн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. «Пархатарлӑ ӗҫӗршӗн, тарӑн шухӑшлӑ сӑввӑрсемшӗн, ӗҫӗрсен пуххишӗн пысӑк тав сире. Ҫавӑн пекех Эсир пандеми вӑхӑтӗнче С.А.Филатовпа пӗрле 14 информаци программи ирттерсе ҫынсене чирпе кӗрешме пулӑшрӑр, вӗсем ҫав тапхӑрта та хӑйсене культурӑран уйӑрнӑ пек туймарӗҫ. 90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчех Пултарулӑх пуҫарӑвӗсен комитетне йӗркелесе ятӑр, ҫамрӑк ӑрӑвӑн пултарулӑхне аталантарас ӗҫе пуҫарнӑшӑн та чун-чӗререн тав тӑватӑп — Сирӗн пуҫару пӗрремӗш пулчӗ. Кайран тин пирӗн патра «Сириуссем», «Тавридӑсем» ҫуралчӗҫ», — тенӗ Сергей Вадимович.

Ҫавӑн пекех А.Н.Арининӑн гражданла позицийӗ яр уҫҫӑн палӑрса тӑрать. Экстремизмла палӑрӑмсемпе нумай хутчен кӗрешнӗ, унсӑр пуҫне ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫар ҫыннисене гуманитари пулӑшӑвӗ парать. Хӑй ҫеҫ мар, ӗҫтешӗсене, тусӗсемпе тӑванӗсене ырӑ ӗҫе явӑҫтарать. Пухӑннӑ укҫа-тенкӗпе тепловизорлӑ квадрокоптер туянса панӑ. Унпа усӑ курса ВСУ техникин колоннине тупса палӑртнӑ, ҫакӑ пирӗн нумай салтакӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.

Анатолий Николаевич Аринин пек ҫынсем — пирӗн республикӑн мӑнаҫлӑхӗ, вӗсем Тӑван ҫӗршыва мухтава кӑлараҫҫӗ.

Чӑваш Республикин Писательсен союзӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *