Паян та вӑл руль умӗнче

Аслӑ Чурачӑк ялӗнче пурӑнакан Александр Дмитриевич Николаев хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑнтарнӑ. Чылай ҫул вӑл «Заветы Ильича» колхозра, кайран «Труд» хуҫалӑхра вӑй хунӑ, халӗ те, тивӗҫлӗ канура пулсан та, унтах тӑрӑшать.

Александр нумай ачаллӑ ҫемьере ӳссе ҫитӗннӗ. Сакӑр  ывӑлтан чи асли пулнӑ вӑл. Ҫавӑнпа та  яваплӑха мӗн пӗчӗкренех туйса  ӳснӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ӗҫе тухса кайсан шӑллӗсене пӑхма ӑна шанса парса хӑварнӑ. Каярахпа та, ашшӗ ҫамрӑклах пурнӑҫран уйрӑлса кайсан, хӑйӗнчен кӗҫӗнрех пӗртӑванӗсемшӗн нумай тӑрӑшма тивнӗ. Ҫемье пуҫӗ, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн учителӗ Дмитрий Николаевич, ҫӗре кӗнӗ вӑхӑтра кӗҫӗн ачи  5 ҫулта анчах пулнӑ.

А.Николаевӑн ачалӑхӗ вӑл вӑхӑтри ыттисенчен нимӗнпех те уйрӑлса тӑман пулӗ. Ялти шкула ҫӳренӗ, уроксем хыҫҫӑн тантӑшӗсемпе тӗрлӗ вӑйӑ вылянӑ, ҫуллахи каникул кунӗсенче колхоз уйӗнче тӑрӑшнӑ. Саша вара урама тухиччен ашшӗ-амӑшне килти ӗҫсене пуҫтарма та пулӑшнӑ, ҫак ӗҫе шӑллӗсене те явӑҫтарнӑ.

Ялти вӑтам шкула вӗренсе пӗтерсен Шупашкара ҫул тытнӑ. Кӑнтӑрла электроаппарат заводӗнче ӗҫленӗ, каҫпа машиностроительнӑй техникумра вӗреннӗ. Анчах та хула пурнӑҫӗ каччӑн кӑмӑлне кайман, тӑван тӑрӑх хӑй патнех туртнӑ. Саша техникума пӑрахса яла таврӑннӑ. Ҫара кайиччен ДОСААФ урлӑ водителе вӗренсе тухнӑ. Салтак ҫулӗ ӑна Венгри ҫӗрӗ ҫине илсе ҫитернӗ. Ачаранпах спорта юратса  ӳснӗ ҫамрӑк ҫарта хӑйне пур енӗпе те лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ.

Яла таврӑнсан пӗр вӑхӑт колхозра ӗҫленӗ. 1974 ҫулта Александр Дмитриевич  Комсомольскинчи «Сельхозтехника» предприятие ӗҫе вырнаҫнӑ. Кунта вӑл 12 ҫул тӑрӑшнӑ, хӑйне ӑста водитель пек кӑтартса панӑ.  Ӗҫе вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Вӑл ҫулсенче ку предприяти водителӗсем пӗр кун та пушӑ ларман. Ҫуллахи кунсенче шӑматкунсемпе вырсарникунсенче те рейса тухнӑ. Колхозсене уй-хир культурисене пуҫтарса кӗртме пулӑшнӑ. Строительство организацийӗсене материалсемпе тивӗҫтернӗ. Ку ҫулсенче А.Николаевӑн тӗрлӗ автомашинӑпа ӗҫлеме тивнӗ. Хӑйне шанса панӑ техникӑна яланах юсавлӑ тытнӑ.

1986 ҫулта пултаруллӑ ӗҫчене «Заветы Ильича» колхоз председателӗ И.И. Чернов учетчик-заправщик пулса ӗҫлеме чӗнет. Ҫапла вара ҫак вӑхӑтран Александр Дмитриевичӑн пурнӑҫӗ тӑван ялпа тачӑ ҫыхӑнать. Учетчик-заправщикӑн ӗҫӗ ир-ирех пуҫланнӑ. Хуҫалӑхри техника хатӗрӗсене ӗҫе пуҫӑниччен ҫунтармалли тата сӗрмелли материалсемпе тивӗҫтермелле пулнӑ. Ҫураки, вырма  вӑхӑчӗсенче уйрӑмах хӗрӳ лекнӗ.

1989 ҫулта колхозниксем профсоюз пухӑвӗнче ӑна профком председателӗ пулма суйлаҫҫӗ. А.Николаевӑн хушма ӗҫ хутшӑнать. Унӑн колхозниксемпе правлени хушшинчи ӗҫпе кану енӗпе хутшӑнусене йӗркелесе пыма тивет. Ҫынсене канма та условисем туса парас, ӗҫре хавхалантарас ыйтусемпе тимлет. Колхоз правленийӗпе пӗрле культура, спорт мероприятийӗсем йӗркелеме тӑрӑшать.

Александр Дмитриевич ҫамрӑкрах чухне ялти художество пултарулӑх коллективне те ҫӳренӗ. Мӑшӑрӗ, Елена Александровна, Аслӑ Чурачӑкри клубра культорганизатор пулса ӗҫленӗ вӑхӑтра ялти пултаруллӑ ҫамрӑксемпе спектакльсем те тӑтӑшах хатӗрлесе сцена ҫине тухнӑ. А.Николаев та вӗсене хастар хутшӑннӑ. Мӑшӑрӗпе вӗсем килӗштерсе, пӗр-пӗрне хисеплесе пурӑннӑ. Ялта ҫӗнӗ ҫурт ҫӗкленӗ, хуралтӑсем хӑпартнӑ. Виҫӗ ывӑл ҫуратса ӳстерсе вӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Шел пулин те, мӑшӑрӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайрӗ. Ҫакӑ Александр Дмитриевичшӑн пысӑк хурлӑх пулсан та вӑл пуҫне усмарӗ, ачисемшӗн тӑрӑшрӗ. Йывӑр хуйха ӗҫпе пусарчӗ.

А.Николаев 2005 ҫултан пуҫласа ял хуҫалӑх кооперативӗнче ҫӑмӑл автомашинӑпа ӗҫлет. Хуҫалӑх ертӳҫине, специалистсене  ыйтусене татса пама кирлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ ҫӗре илсе ҫӳрет. Хӑйне шанса панӑ автомашинӑна яланах юсавлӑ тытать. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра вӑл виҫӗ ертӳҫӗпе ӗҫленӗ, халӗ тӑваттӑмӗшпе тӑрӑшать. Вӗсем пурте Александр Дмитриевичӑн ӗҫӗпе кӑмӑллӑ.

Ҫак кунсенче пултаруллӑ ӗҫчен 70 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Пурнӑҫра утса тухнӑ ҫулӗсене ҫаврӑнса пӑхать те, вӑхӑт ытла та хӑвӑрт иртсе пынӑн туйӑнать ӑна. Тин кӑна ҫамрӑкчӗ пек, вӑй-хал тапса тӑратчӗ. Тӗплӗнрех шутласа пӑхать те, пурнӑҫа ахаль пурӑнса ирттермен вӑл. Куллен ӗҫре пулнӑ. Тӑрӑшулӑхшӑн тӗрлӗ шайри наградӑсене тивӗҫнӗ. Хисеп грамотисем те, хастар ӗҫшӗн панӑ тӗрлӗ паллӑ та чылай унӑн. Паянхи кун та вӑл стройра. Ирсерен кооператива ӗҫе васкать,  ҫула тухма яланах хатӗр.

Малашне те Александр Николаевича  автомашина рульне ҫирӗп тытма, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ тӑрӑх ҫирӗппӗн утма вӑй-хал сунатпӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *