Вӑхӑтра сисме май парать

Вӑхӑтра сисме май парать

Инкек куҫа курӑнса килмест, теҫҫӗ. Кӗтмен ҫӗртен пушарсем сиксе тухаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне ҫакӑ пысӑк инкекпе вӗҫленет. Вут-ҫулӑма вӑхӑтра асӑрхама ятарлӑ хатӗр пулӑшать. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, мӗн те пулин ҫунма пуҫласан тӗтӗм малтан ҫӳлелле хӑпарать. Енчен те мачча ҫине ҫав хатӗре (извещатель) вырнаҫтарнӑ пулсан вӑл вӑйлӑ сасӑ парса тарӑн ыйхӑпа ҫывӑракана та вӑратма пултарать.

Ку хатӗре кашни килтех лартма пулать. Ӑна валли электропроводка кармалла мар. Вӑл батарейка вӑйӗпе ӗҫлет. Суя сигнал парасран хатӗре тусанран тасатса тӑмалла. Ҫулталӑкра пӗрре батерейкӑна улӑштармалла.

Сигнал паракан хатӗр хаклӑ мар. Усси вара пысӑк. Вӑл пулӑшнипе эсир хӑвӑрӑн пурлӑхӑра ҫеҫ мар, пурнӑҫӑра та ҫӑлса хӑварма пултаратӑр.

Иван Ананьев,

округри 31-мӗш пушар чаҫӗн начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *