Понедельник, 24 июня

Кӗр мӑнтӑрӗ ӗҫсене хаклать, хастарсене хавхалантарать

Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенӗн кунне Раҫҫейре офицаллӑ майпа октябрӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Уявра савӑнма вара уй-хирти ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн аван.

Ноябрӗн 10-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫурчӗ умӗнче ирех савӑнӑҫлӑ кӗвӗ-ҫемӗ янраса тӑчӗ. Территори уйрӑмӗсем ял ҫыннисем туса илекен продукцие вырнаҫтарнӑ павильонсенче уява хаваслӑ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Фойере округри искусствӑсен шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри филиалӗнчи ачасен «Тевет» фольклор ушкӑнӗ илемлӗ юрӑсем шӑрантарса хӑнасене хапӑл пулнине палӑртрӗ. Иккӗмӗш фойене иртсен ял ҫыннин тӗрлӗ енлӗ ӗҫӗпе мӑнаҫланмасӑр чӑтса тӑраймастӑн. Ялта пурӑнакан тырпул ҫитӗнтернипе, выльӑх-чӗрлӗхрен продукци илнипе пӗрлех улма-ҫырла ӳстерме те, пыл хурчӗсем  пӑхма та, апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме те ӑста пулнине курса ӗненме май пулчӗ. Уява килнисем райпо, «Кооператор» ООО, «Слава картофелю» агорофирма, хурт-хӑмӑрҫӑсен обществи тата ытти предприятисен продукцийӗн куравӗпе хапӑлласах паллашрӗҫ. Чӑваш наци тумӗ тӑхӑннӑ арҫынпа хӗрарӑм тата вӗсен мӑнукӗ ал арманӗпе тырӑ авӑртса кӗрпе тунине пӑхма та интереслӗ пулчӗ.

Уявӑн савӑнӑҫлӑ пайне муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫрӗ, ял ӗҫченӗсене ҫӗр ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламларӗ, хастарлӑхшӑн тав турӗ, малашне те ӑнӑҫусем сунчӗ. Салам сӑмахӗсемпе ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева тухса калаҫрӗҫ, ял ӗҫченӗсем пархатарлӑ ӗҫ тунине палӑртрӗҫ. Ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан М.М.Зайнуллин округри ҫӗр ӗҫченӗсемпе выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем ҫулталӑк тӑршшӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки каласа пачӗ. Ҫанталӑк условийӗсене пӑхмасӑрах ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем уй-хиртен япӑх мар тухӑҫ илнӗ, выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн кӑтартӑвӗсем те аван.

Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ О.Г.Кудрявцева та Комсомольскисем хастар пулнине палӑртрӗ, продукци туса илнипе пӗрлех ӑна тирпейлес енӗпе те производство объекчӗсем хута янине ҫирӗплетрӗ. Округри пултаруллӑ ӗҫченсене наградӑсем пачӗ. Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне «Слава картофелю» агрофирма юрисчӗ С.В.Анисимов тивӗҫрӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх  министерствин Хисеп грамотипе «Рассвет» ЯХПК тӗп зооинженерне П.В.Зверева, «Слава» ЯХПКри Александровка сӗт-ҫу фермин заведующине В.И.Зайцевӑна наградӑланӑ. Ҫак ведомствӑн Тав ҫырӑвӗпе «Искра» колхозӑн тӗп бухгалтерне А.В. Зайцевӑна, «Асаново» ЯХПКри Г.М.Васильева пӑру пӑхакана чысланӑ. Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотине А.В.Яковлев, А.А. Самуков («Хлебозавод» ООО), А.С.Максимов, А.А.Прокопьев («Асаново» ЯХПК), И.В.Тяканов («Комсомольские овощи» агрофирма), Г.П.Андреев, Р.В.Михеев («Восток» ЯХПК), Д.В.Киселев («Рассвет»), И.А.Соколова («Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗ» АО филиалӗ) тивӗҫнӗ. А.Х.Шакиров фермер хуҫалӑхне тата «Комсомольский молочный комбинат» ЯПК коллективне ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Тав ҫырӑвне панӑ.

Ял хуҫалӑх техникине нумай вӑхӑтлӑха упрама тӗрӗс те пӗлсе лартас енӗпе иртнӗ республикӑри смотр-конкурсра  Г.В.Атласкинӑн фермер хуҫалӑхӗ 3-мӗш степеньлӗ диплом ҫӗнсе илнӗ. ЧР патшалӑх техника надзорӗн Хисеп грамотисемпе В.В.Мунтайкина («Урожай» колхоз), А.А.Константинова («Дружба» ЯХПК) наградӑланӑ. Ольга Геннадьевна вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пачӗ.

Малалла округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин сцена ҫине наградӑсем пама хӑпарчӗ. Вӑл малтанах округ администрацийӗ ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен кунӗ тӗлне ачасем хушшинче ирттернӗ ӳкерчӗксен конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене чысларӗ. Вӗсен ӗҫӗсемпе уява килнисем фойере паллашма пултарчӗҫ. Тӗрлӗ номинацире малти виҫӗ вырӑна А.Соколова, А.Шайдуллова, С.Мухаметшина,  А.Федоров, И.Гайнутдинова, Г.Шарафутдинова, М.Албутов, Д.Белков, Е.Толмачева, Р.Калюкова, И.Дмитриева, Е.Лисина йышӑннӑ. Вӗсене Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларӗ.

Округра ӗҫре хастар ҫынсем сахал мар. Администрацин Хисеп грамотисене Г.М.Азмуханова, Г.М.Тазетдинова («Хлебозавод» ООО), З.П. Анисимова, А.В.Егоров, В.М. Шорников («Луч» ЯХПК), С.В.Васильева, Н.И.Максимова («Асаново» ЯХПК), Д.Р.Камалетдинов, И.П.Сандалов («Слава картофелю» агрофирма), П.Г.Матвеев, Л.А.Константинова («Кооператор» ООО), А.В. Мунтайкин («Урожай» колхоз),  Э.В.Григорьев (райпо), В.В.Попов, А.А.Иванов, А.А.Викторов («Рассвет» ЯХПК) илме тивӗҫ пулчӗҫ.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсен кӑҫалхи 9 уйӑхри ӗҫ кӑтартӑвӗсене пур енлӗн пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн чи тухӑҫлӑ ӗҫлекен хуҫалӑхсене палӑртнӑ. «Слава картофелю» агрофирма 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗ — иккӗмӗш вырӑнта. Виҫҫӗмӗшӗнче — «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ. Ӳсен-тӑран отраслӗнчи кӑтартусемпе 1—3 вырӑнсене «Слава картофелю» агрофирма, «Рассвет» ЯХПК, «Асаново» ЯХПК ҫӗнсе илнӗ. Выльӑх-чӗрлӗхрен продукци илес енӗпе «Асаново» ЯХПК пӗрремӗш, «Рассвет» ЯХПК иккӗмӗш, «Искра» колхоз виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухнӑ. Хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем хушшинче ӳсен-тӑран отраслӗнче А.Е.Потемкин ертсе пыракан «Родина» хуҫалӑх, Н.Г.Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗ мала тухнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн кӑтартӑвӗсем Г.В.Атласкинӑн лайӑхрах. Вӗсене Дипломсемпе, хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тӗп вӑй — механизаторсемпе комбайнерсем. Кӑҫалхи вырмара «Урожай» колхозри Г.А.Шакмаков палӑрнӑ. А.З.Салаев («Асаново»), Д.В.Киселев («Рассвет») комбайнерсем те хастар ӗҫленӗ. Механизаторсенчен Дипломсене тата хаклӑ парнесене А.И.Белов («Асаново»), С.П.Павлов («Слава картофелю» агрофирма), С.П.Пыркин («Рассвет» ЯХПК), Р.В.Михеев («Восток» ЯХПК), Ю.Н.Чебоксаров («Урожай» колхоз) тивӗҫнӗ. В.Г.Моторин («Рассвет» ЯХПК), М.Х.Сайфуллов («Урожай» колхоз), В.В.Яндров («Асаново» ЯХПК) водительсем те округра ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ.

Машинӑпа сӗт сӑвакан операторсем хушшинчи ӑмӑртура малти виҫӗ вырӑнта — И.Н.Краснова («Рассвет» ЯХПК), Л.В.Иванова («Асаново» ЯХПК), И.А.Лебедева («Искра» колхоз). Мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртакансем хушшинче Г.Н.Уразаева («Урожай» колхоз), Н.В.Михеева («Восток» ЯХПК), В.В.Васильев («Асаново «ЯХПК), В.И.Школьникова («Восток» ЯХПК) палӑрнӑ. Пыл илес енӗпе «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗнчи Р.В.Яковлева лайӑх ӗҫлесе пынӑ.

«Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Л.М.Макарова округӑн обществӑпа политика ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн тата професси уявӗпе саламласа «Асаново» ЯХПК председательне А.Н.Бахтерова, «Урожай» колхоз председательне Ю.В.Егорова, «Родина» ООО директорне А.Е.Потемкина партин Хисеп грамотипе чысларӗ.

Округри ял ӗҫченӗсене обществӑлла палата председателӗ К.С.Мифтахутдинов, «Кӗтне» ентешлӗх представителӗ А.П.Капитонов тата ыттисем те саламларӗҫ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Уява  «Кубняночка», «Ҫӑлкуҫ», «Мишар», «Каҫал», «Вербочки», «Тевет», халӑх инструменчӗсен ансамблӗсем, «Островок» ташӑ ушкӑнӗ, уйрӑм юрӑҫсем хаваслӑх кӗртрӗҫ, сцена ҫине умлӑ-хыҫлӑ тухса залра ларакансене савӑнтарчӗҫ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *