«Кӗтне» ентешлӗх – 25 ҫулта

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта пирӗн ентешсем йышлӑ пурӑнаҫҫӗ. Тӑван тӑрӑхра тата хуласенче тӗпленнӗ ҫынсене пӗр ҫӗре чӑмӑртас, яланах ӗҫлӗ, туслӑ ҫыхӑнусем тытса тӑрас тӗллевпе 1998 ҫулта Комсомольскисен ентешлӗхне туса хунӑ, ҫав ҫулхи мартӑн 21-мӗшӗнче пӗрремӗш хут уяв ирттернӗ. Каҫалсем пӗр-пӗринпе хутшӑнма, хыпарсем пӗлме, ентешлӗх ӗҫӗн планӗсене туса тӑван тӑрӑх аталанӑвӗшӗн малашне пӗрле ӗҫлемелли ҫул-йӗре палӑртма пӗрле пуҫтарӑннӑ.

Унтанпа чылай шыв юхнӑ пулин те, пуҫаруллӑ ҫынсен тӑрӑшулӑхне кура ырӑ йӑла паянхи кун та пурӑнать. Акӑ, иртнӗ шӑматкун, ноябрӗн 11-мӗшӗнче, Комсомольски округӗнче пурӑнакансем тата кунта ҫуралса ӳссе тӗп хуламӑрта тӗпленнисем К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрне пухӑннӑ. Ку «Кӗтне» ентешлӗхшӗн черетлӗ уяв ҫеҫ мар, 25 ҫулхи юбилейлӗ уяв. Чӗрӗк ӗмӗр тӑршшӗнче ентешлӗх представителӗсем Комсомольски округӗн, Шупашкар хулин обществӑпа культура пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ, нумай ырӑ ӗҫ тунӑ.  

Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, «Кӗтне» ентешлӗх ертӳҫи Валери Туркай, хисеплӗ хӑнасем залра ларакансене ентешлӗхӗн паллӑ уявӗпе ӑшшӑн саламланӑ. Вӗсем пурне те тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх, телей суннӑ. Хамӑрӑн тӑван кӗтес ырлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшакансене Тав сӑмахӗсемпе, парнесемпе чысланӑ. Ҫав кун ӑшӑ сӑмахсемпе саламсем‚ чун-чӗререн тухакан тав сӑмахӗ нумай каланӑ. 

Юратнӑ тӑван кӗтесӗмӗр талантлӑ, пултаруллӑ, хастар ҫынсемпе питӗ  пуян. Ентешсене Комсомольски округӗнчи художество пултарулӑх коллективӗсем «Каҫал», «Кубняночка», «Мишар»,  чӑваш эстрада юрӑҫисем илемлӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Артистсем чаплӑ концерт программипе куракансене ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ.

Уяв пуҫланас умӗн тата тӑхтавра фойере  чӑваш  эрешӗллӗ япаласем, хушпу-тухья, апат-ҫимӗҫ сутакан точкӑсем ӗҫленӗ. Комсомольски райповӗн  техӗмлӗ ҫӑкӑр-булка изделийӗсене  хапӑлласах туяннӑ.

Залра тӗп сцена ҫинче программа вӗҫленсен те, халӑх саланма васкаман. Пӗрле вӗреннӗ, ӗҫленӗ, кайран ҫулӗсем уйрӑлса кайнӑ пирки чылайранпа пӗр-пӗрне курман юлташсем кӑмӑлӗсем туличчен калаҫма пултарнӑ.  Театр фойинче вара ентешӗмӗрсем хуткупӑс ҫеммипе такмакласа ташланӑ.

Ҫапла, маттур та ӗҫчен каҫалсем, ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ. Малашне те ҫавӑн пекех пултӑрччӗ, туслӑх, тӑванлӑх туйӑмӗ ентешсене ӗмӗрех пӗрле тытса тӑтӑр.

Л.ГЕОРГИЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *