Ҫӗршыва хӳтӗленӗ, хуҫалӑха ҫӗкленӗ

Пурнӑҫ кустӑрми шав малалла ҫаврӑнать, кашни ҫаврӑмӗпе кунсем, ҫулсем, ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсен кун-ҫулӗсем кая юлса пыраҫҫӗ. Акӑ, ноябрӗн 4-мӗшӗнче М.А.Маторин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Михаил Анисимович — «Заря» колхоз, тӑван район, республика аталанӑвӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ ҫын, ҫавӑнпа унӑн ячӗ историре ҫырӑнса юлнӑ, районӑн Хисеп кӗнекине кӗнӗ.

М.А.Маторин 1923 ҫулта Тукай ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫлансан совет ҫарӗн ретне тӑнӑ. Хӑйӗн службине санитар-кинологран пуҫланӑ, аманнӑ салтаксене ҫапӑҫу хирӗнчен илсе тухнӑ. Каярахпа Сталинград ҫывӑхне лекнӗ, унта снаряд ванчӑкӗпе пуҫӗнчен аманнӑ. Суранланнӑ, вилнӗ салтаксен ӳчӗсем хушшинче 3 кун ирттернӗ, каччӑна хӑйӗн йытти тупса пирӗн подразделенисем патне илсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн Ульяновскри госпитальте сипленнӗ. Сывалсан Михаила офицерсен шкулне вӗренме янӑ, кайран вара малти линие ӑсатнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Сталинград ҫапӑҫӑвне, Мозырь, Варшава, Альдам тата Штутгарт хулисене ирӗке  кӑларма хутшӑннӑ. Ҫапӑҫусенче хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн М.А.Маторина Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе наградӑланӑ. Эльба юханшывӗ ҫинчи ҫапӑҫусенче вӑл 35 нимӗҫ  захватчикне тыткӑна илнӗ, ҫав хушӑрах 17 фрица леш тӗнчене ӑсатнӑ. Ҫавӑн пекех Тукай каччи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин I степеньлӗ орденне, «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн», «1941—1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн», «Хӑюлӑхшӑн», «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн»,  «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн» медальсене тивӗҫнӗ. Ҫапӑҫусемпе вӑл Германиех ҫитнӗ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен те М.А.Маторин тӳрех килне таврӑнайман, лейтенант пулса унтах службӑна малалла тӑснӑ. Ҫакӑнпа усӑ курса вӑл Берлина ҫитсе рейхстаг ҫине алӑ пусса хӑварнӑ.

 Михаил Маторин хӑйсен ял хӗрӗпех мӑшӑрланнӑ. Агафия Егоровна та — вӑрҫӑ участникӗ, зенитчица пулнӑ. Вӑл Ҫӗнтерӳ кунне  Польшӑри Краковра кӗтсе илнӗ. Сӑмах май Агафья Егоровнӑпа пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ ҫинчен ҫырса кӑтартас килет.  Миша Укаттяна (ялта ҫапла чӗннӗ) пуҫламӑш классенчех килӗштернӗ, хӑйӗн вӑрттӑн туйӑмне систерсе запискӑсем те ҫырса панӑ. Пике вӑрҫӑран таврӑнсан вӗсен килне вӑрӑсем кӗреҫҫӗ, аванрах япалисене йӑлтах иле тухаҫҫӗ. Преступлени вырӑнне килнӗ милици начальникӗ ӗнерхи фронтовичкӑна куҫ хывать, мӑшӑрӗ пулма ыйтать. Ашшӗ-амӑшӗ ӳкӗтленипе ҫеҫ Укаття унпа пурӑнма килӗшет. Анчах вӗсем  хушшинче тирӗк-кашӑк час-часах шакӑртатнине юлташӗсем Михаила ҫырса пӗлтереҫҫӗ. Ҫак хыпара илсен офицер васкасах отпуска килет, Укаттяпа Патӑрьел районӗнчи пӗр яла кайса вӑрттӑн ҫырӑнаҫҫӗ. Кӑна пӗлсен милици начальникӗ Михаила арестлесе кӗлете хуптарать. Ял ҫыннисем ӑна кӑлараҫҫӗ, служба вырӑнне ӑсатса яраҫҫӗ. Агафья Егоровна вара япалисене пуҫтарса килсе хунямӑшсемпе пурӑнма пуҫлать. Кӑштахран вӑл Германие каять, ҫапла ҫемье пӗр ҫӗре пуҫтарӑнать. Каярахпа вӗсем ачисемпе пӗрле Тӑван ҫӗршыва куҫаҫҫӗ, тӗрлӗ ҫӗрти ҫар чаҫӗсенче пурӑнаҫҫӗ.

1956 ҫулта Маторинсем тӑ-ван ялне таврӑннӑ. Ӗнерхи ҫар ҫыннине валли кунта та ӗҫ часах тупӑннӑ. Вӑл бригадирта, колхоз председателӗн ҫумӗнче, агрономра тӑрӑшнӑ. Партипе совет шкулне пӗтерни Михаил Анисимовичӑн пӗлӗвӗпе тавракурӑмне тата анлӑлатнӑ. Вӑл 1965—1979 ҫулсенче «Заря» колхоза ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ. Самани ҫӑмӑл пулман пулин те, хуҫалӑха аталантарма, районти вӑйлӑ колхозсен шутне кӗртме пултарнӑ. Утмӑлмӗш ҫулсен варринче, шӑп М.А.Маторин председатель чухне, ял хуҫалӑхӗнче пысӑк улшӑнусем пуҫланнӑ. Вакрах хуҫалӑхсене пӗрлештерсе пысӑклатма тытӑннӑ. Ҫак йӗркене пӑхӑнса Тӑманлӑ Выҫли ялӗ колхоза кӗнӗ (Ҫӗнӗ Мӑратпа Тукай, Вутлан маларах пӗрлешнӗ), ҫапла  тӑватӑ бригада пулса тӑнӑ. Вӑл вӑхӑтра пур ҫӗрте те ял ӗҫченӗсене ӗҫ кунӗ лартса пынӑ, уншӑн тырӑ панӑ. Улшӑнусем ҫак сферӑна та пырса тивнӗ. Шалӑва укҫан тӳлеме пуҫлассине ҫынсем тӳрех ӗненмен, председательпе хуҫалӑх правленийӗн пайтах пухусем ирттерсе ӑнлантарма тивнӗ. Ҫӗнни ҫӗнтернех. Ялсенче нумай улшӑну пулса иртнӗ, генпланпа килӗшӳллӗн, строительство ӗҫӗсем пурнӑҫланнӑ. Алла укҫа кӗме пуҫласан колхозниксен пурнӑҫӗ те лайӑх енне улшӑннӑ.

Чылай кӑтартупа — патшалӑха аш-какай, сӗт, ҫӑмарта сутассипе — «Заря» малтисен ретӗнче пулнӑ. Ҫакна «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн вӑл вӑхӑтри номерӗсенче ҫырнисем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Выльӑх пӑхакансем, дояркӑсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ӗҫленӗ, ытти хуҫалӑхсенчи ӗҫтешӗсене аванрах ӗҫлеме хавхалантарнӑ. Паян та малтан «Заря» колхоза кӗнӗ ялсенче пурӑнакан ватӑсем ҫав тапхӑра ӑшшӑн аса илеҫҫӗ.

Ҫӗршывӑн социаллӑ-экономикӑлла аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн М.А.Маторина ЧАССР Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеп грамотипе (1965, 1970, 1973), Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялавӗн (1971), Октябрь революцийӗн (1973), «Хисеп палли» орденӗсемпе наградӑланӑ. Сакӑр мӑнукӗн аслашшӗ-кукашшӗпе чӑннипех мӑнаҫланма сӑлтав пур.

Статьяна пичете хатӗрленӗ май Маторинсен хӗрӗпе Марийӑпа калаҫма тӳр килчӗ. Виҫӗ пӗртӑванран паянхи кун вӑл ҫеҫ пурӑнать. Тетӗшӗпе шӑллӗ, Александрпа Алексей, пирӗнпе пӗрле ҫук ӗнтӗ. Мария Михайловна агронома вӗренсе тухса тӑван колхозра тӑрӑшнӑ. Вӑл пахчаҫимӗҫ, хӑмла ӳстерессипе те специализациленнӗ. Хуҫалӑх паха вӑрлӑх хатӗрлессипе ӗҫлеме пикенсен семеновод пулнӑ. 72 ҫулхи Маня аппа халь Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнать.     

«Атте ҫинчен ырӑ асаилӳсем ҫеҫ юлнӑ. Пӗрле ларса хӗллехи каҫсенче ушкӑнпа пельмень тунисем асра, яланах култаратчӗ пире. Ҫемьепе пӗрле пуҫтарӑнса апат ҫинисем те паянхи пекех куҫ умӗнче. Атте Шупашкара ӗҫпе кайсан ӑна чунтан кӗтеттӗмӗр, вӑл кучченеҫсӗр нихӑҫан та таврӑнман, яланах тутлисем илсе килетчӗ. Тата ҫулталӑкра пӗрре колхозра отчетпа суйлав пухӑвӗ пулатчӗ, унтан кулач илсе килетчӗ. Пухӑвӗсем ун чухне хӗрӳллӗ иртнӗ, ҫавӑнпа нумая тӑсӑлнӑ, ирччен кӗтсе ларнисем те пулнӑ. Пахчара ӗҫлеме юрататчӗ, улмуҫҫи чылай лартрӗ. Беседка тавра виноград ӳстерчӗ, вӑл вӑхӑтра ку ҫимӗҫ ялта сайра ҫыннӑн пулнӑ. Аттепе питӗ килӗштерсе ӗҫленӗрен пирӗн ӗҫ те хӑвӑрт, ӑнса пулатчӗ», — каласа пачӗ ҫывӑх ҫынни ҫинчен Мария Михайловна.

Чӑннипех те тӗлӗнмелле аслӑ ӑру ҫыннисенчен. Вӗсем ҫӗршыва вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗнчен ҫӑлнӑ, юхӑннӑ ял-хулана ҫӗкленӗ, юратма та, канма та пӗлнӗ.

Любовь Шуряшкина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *