Понедельник, 29 апреля

Чылайӑшне спортпа туслашма пулӑшнӑ

Ӳсерехпе Владимирӑн хусканупа ҫыхӑннӑ спорт вӑййисем енне туртӑнасси чакмарӗ ҫеҫ мар, малалла вӑй илсе пычӗ. Нӗркеҫри, Ҫӗнӗ Кипеҫри шкулсенче вӗреннӗ чухне те вӑл ушкӑн вӑййисене кӑмӑллатчӗ. Футбол, хоккей, волейбол вӑййисене хаваспах хутшӑнатчӗ. Хӑйӗн тӗслӗхӗпе тантӑшӗсене те тупӑшусене явӑҫтарма тӑрӑшатчӗ.

Совет ҫарӗнче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра та Володя спортран уйрӑлман. Радиоспорт енӗпе Харьков хулинче сывлӑш-ҫар вӑйӗсенче тӑракан салтаксем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.  Салтакра пулнӑ вӑхӑтра спортӑн ытти енӗпе те чаҫри ӑмӑртусенче пӗрре мар палӑрнӑ.

Ҫартан таврӑнсан Владимир Семенович Вӑрнарти совхоз-техникума вӗренме кӗрет. Кунта та спортпа ҫывӑх пулать. Студентсене те ушкӑн вӑййисене явӑҫтарма тӑрӑшать. Хӑй хӗллехи нумай енлӗ тупӑшура (зимнее многоборье) Атӑлҫи федераллӑ округри ӑмӑртусенче призерсен шутне кӗрет. Совхоз-техникумри футбол, волейбол командисем республикӑри ӑмӑртусенче тӑтӑшах малтисен ретӗнче пулаҫҫӗ.

Яла таврӑнсан вара, пӗр ӳстермесӗрех калатӑп, ялти ҫамрӑксене спорта явӑҫтарас тесе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлеме пуҫлать. 1970 ҫулсенче «Гигант» колхоз команди районта иртекен пур ӑмӑртура та палӑрса тӑнӑ тесен те йӑнӑшмастӑп пулӗ. Кунта вара В.Гладковӑн тӳпи питӗ пысӑк. Кашни ялтах пултаруллӑ, спорт вӑййисене чунтан юратакан ҫамрӑксем пур. Вӗсене пӗр чӑмӑра пӗрлештерекен, пуринпе те тӑрӑшса ӗҫлекен кирлӗ. Ҫавӑн пек ҫын Хирти Сӗнтӗр ял Совет территорийӗнче Владимир Семенович пулнӑ. Ялти пултаруллӑ ҫамрӑксене пӗр чӑмӑра пуҫтарса вӑл футбол, хоккей, волейбол командисем йӗркелет. Спортсменсемпе тренировкӑсем ирттерме те вӑхӑт тупать. Хуҫалӑх ертӳҫисенчен ӑмӑртусене хутшӑнма майсем туса пама ыйтаканни те вӑлах пулать. «Гигант» команда футбол, хоккей, волейбол енӗпе районти ӑмӑртусенче чылай хутчен чемпион ятне ҫӗнсе илнӗ. 1980 ҫулта районта пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. 1983 ҫулта Горьки облаҫӗнчи ӑмӑртура 4-мӗш пулнӑ.

Хӑй спортӑн ҫак енӗсемпе районӑн пӗрлештернӗ командинче вылянӑ. Кунта вӑл ӑсталӑхпа палӑрса тӑнӑ, ыттисене те хавхалантарнӑ. Комсомольски районӗн команди  футбол енӗпе 1979 ҫулта Патӑрьелӗнче иртнӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен олимпиадинче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Районти «Кубня» футбол командинчи тӗп вӑйӑҫӑ пулнӑ вӑл. 1993 ҫулта футболистсем Чӑваш Республикинче 2-мӗш дивизионта выляса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, пӗр ҫул аслӑ дивизионта вылянӑ. Владимир Гладков «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» ята ҫӗнсе илнӗ.

Владимир Семенович — тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ спортсмен. 1990 ҫулта ирӗклӗ пушар хуралӗн ӗҫченӗсен ӑмӑртӑвӗнче пирӗн команда районта пӗрремӗш, республикӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Ҫунакан вырӑна шыв сапса сӳнтермелли конкурсра Володя иккӗмӗш пулчӗ. Командӑна ӑмӑртӑва та вӑлах хатӗрленӗ.

Унчченхи ҫулсенче районта ҫулталӑк вӗҫӗнче професси енчен чи лайӑххисене палӑртатчӗҫ. В.Гладков «Чи лайӑх спортсмен» ята икӗ хутчен тивӗҫнӗ. Ҫакӑ вӑл ӑмӑртусенче лайӑх кӑтартусем тунипе пӗрлех ӑста организатор, тренер пулнине те туллин ҫирӗплетет. Совет Союзӗн Геройне Г.Н.Чернова, ӑста    спортсмена П.Ф.Гладкова асӑнса ирттерекен ӑмӑртусене вырӑнта йӗркелесе ирттерес ӗҫсене те хастар хутшӑннӑ.

Ку статьяра Владимир Семеновичӑн пурнӑҫ тӑршшӗпе спортра тунӑ ҫитӗнӗвӗсене пурне те асӑнса та пӗтереймӗн. Малтан «Гигант» колхозра, кайран «Комсомольская» сортсем сӑнакан станцире ӗҫленӗ пулсан та, ялти ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркипе туслаштарас, спорта явӑҫтарас енӗпе те тӑрӑшма май тупнӑ. Чӑннипех те пӗтӗм шухӑш-кӑмӑлӗпе, чун-чӗре ӑнтӑлӑвӗпе спорта парӑннӑ ҫын вӑл.

Кӑҫалхи октябрь уйӑхӗнче Владимир Гладков 65 ҫул тултарчӗ. Ҫак ятпа ӑна ҫывӑх тӑванӗсемпе пӗрлех унӑн вӗренекенӗсем те чун-чӗререн саламларӗҫ. Хӑйсене спорта юратма хавхалантарса, кирлӗ сӗнӳ-канашпа пулӑшса пынӑшӑн  тав сӑмахӗ каларӗҫ. Хӑй ӗмӗрӗнче Владимир Семенович чылай ҫынна спорт  «алӑкне» уҫса панӑ, тӗрлӗ енӗпе ҫитӗнӳсем тума хавхалану кӳнӗ.

Николай Волков.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *