Понедельник, 29 апреля

Чи ӑста вылякансем палӑрчӗҫ

Чи ӑста вылякансем палӑрчӗҫ

Округри шкулсенче тӑрӑшакан вӗрентекенсем хушшинче сӗтелҫи теннисӗ енӗпе ӑмӑртусем йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал унта 14 команда хутшӑнчӗ. 

Ӑмӑртӑва килнисене  округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, учительсен округри  профсоюз комитечӗн председателӗ В.Г.Макарова саламларӗҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Тупӑшусенче кашниех ӑсталӑхне кӑтартма тӑрӑшрӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи вӗрентекенсем чи ӑстарах выляни палӑрчӗ, вӗсем пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ. Урмаел вӑтам шкулӗн коллективӗ иккӗмӗш, Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗн команди виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ.

Ӑмӑртура мала тухнисене Дипломсемпе парнесем парса чысларӗҫ.

Николай Максимов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *