Воскресенье, 19 мая

Халӑх почтальонсене кӗтет

Халӑх почтальонсене кӗтет

Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80 ҫулӗсенче почтальонсем урам тӑрӑх тулли те йывӑр сумкасемпе ҫӳренине питӗ лайӑх астӑватӑп. Вӑл вӑхӑтра ялсенче хаҫат-журнал ҫырӑнса илекен нумайӑнччӗ. Хӑшпӗр ҫемьесем 5— 6 издани илсе тӑратчӗҫ, 10 таран ҫырӑнакансем те пурччӗ. Тӗрки-тӗркипе ҫырусем, телеграммӑсем салататчӗҫ, посылкӑсемпе бандерольсем яракансем те пулнӑ. Паян ял ҫыннисем хаҫат-журнал сахал ҫырӑнаҫҫӗ, ҫыру яракан та нумаях мар. Апла пулин те хальхи почтальонсен ӗҫӗ ҫӑмӑлланнӑ теме ҫук. Вӗсем хаҫат-журнал валеҫнипе пӗрлех кашни уйӑх пуҫламӑшӗнчех ҫӳп-ҫапшӑн, электроэнергишӗн, газшӑн тӳлеме ыйтса ҫырнӑ хутсене те салатаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ытти пӗлтерӳсене те ҫынсем патне ҫитереҫҫӗ. Пенси укҫине киле кӗртсе параҫҫӗ, тӗрлӗ тавар сӗнеҫҫӗ. Ӗҫӗ нумай, килрен-киле ҫӳресе чылай утма тивет. Анчах та пачтольонсен ӗҫ укҫи пӗчӗк. Ҫавӑнпа та чылай ҫӗрте вӗсем ӗҫлеме пӑрахаҫҫӗ. Ял ҫынни вара куллен хыпар кӗтет. Эрнере 2—3 кун ҫеҫ ӗҫлени те вырӑнсӑр. Кирлӗ хутсем, хаҫат-журнал кая юлса ҫитеҫҫӗ.

Ялсенче хаҫат-журнал ҫырӑнакан сахал пулсан та, пичет изданийӗсем илсе тӑракансем пур-ха. Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнчи Николай Ильин, Вячеслав Миронов, Надежда Смирнова, Виҫпӳртри Мария Прохорова, Сергей Тихонов, Илья Жуков килӗсене 3—4 издани килсе тӑрать. Ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫул валли те вӗсем хаҫат-журнал ҫырӑнчӗҫ. Ун пек ҫемье округри ялсенче сахал мар. Пичет кӑларӑмӗсемпе туслисене почтальонсем «чун апатне» вӑхӑтра илсе ҫитерменни питӗ пӑшӑрхантарать.  Хаҫат-журнал салатакансене те ӑнланма пулать. Ҫил-тӑманра та, йӗпе-сапара та вӗсен сумка йӑтса урамсем тӑрӑх ҫӳремелле. Кунсерен вуншар ҫухрӑм утмалла. Йыт-качки те хӑратать, кӗркуннепе хӗлле кун та кӗске, хӑвӑрт тӗттӗмленет. Ӗҫ укҫи сахал тӳлени                 почтальонсен ӗҫлес хавхаланӑвне чакарать. Малашне те кун пек пулсан ял ҫыннисем патне хыпар-хӑнар вӑхӑтра ҫитесси иккӗлентерет. Ҫавӑнпа та ертсе пыракан органсенче ӗҫлекенсене ҫакӑн пирки шутласа пӑхма сӗнес килет. 

  Людмила Тихонова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *