Воскресенье, 19 мая

Кӑмака хутнӑ чухне тимлӗ пулӑр

Кӑмака хутнӑ чухне тимлӗ пулӑр

Строительство нормисем тӑрӑх, кирек мӗнле кӑмакана та пушара хирӗҫле требованисене пӑхӑнса тумалла. Ӑна йывӑҫ стенасем е пӳлмексем ҫумне лартмалла мар. Маччасем ҫинче тӗтӗм каякан мӑрьене шуратсан ун ҫинче ҫурӑк пуррине асӑрхама ҫӑмӑл пулать. Урайне 50х70 см кая мар металл листине ҫирӗплетмелле.

Кӑмака хутса ӑшӑтнӑ чухне пурӑнмалли ҫуртра хӑвӑр тунӑ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ ыйтнине тивӗҫтерекен вӑхӑтлӑх кӑмакасене  вырнаҫтарма юрамасть. Кӑмака ҫинче тата унпа юнашар ҫунакан япаласем упрама, чӗртнӗ чухне хӑвӑрт хыпса илекен шӗвексемпе (бензинпа, краҫҫинпа тата ыттипе) усӑ курма юрамасть. Кӑмакана ҫав йышши топливӑпа ӑшӑтма палӑртман пулсан, кӑмрӑкпа, кокспа тата газпа ан хутӑр. Сӳнсе ҫитмен кӗле тата кӑвара йывӑҫ хуралтӑсем ҫывӑхне кӑларса пӑрахма юрамасть.

Хутнӑ кӑмакана яланах асӑрхаса тӑмалла, анчах ҫакна тума ҫул ҫитмен ачасене шанмалла мар. Вентиляци тата газ каналӗсене тӗтӗм ҫӳрекен ҫул вырӑнне  усӑ курма, кӑмакасене питӗ вӑйлӑ хӗртме те хушмаҫҫӗ.

Пушар тухрӗ пулсан ҫухалса ан кайӑр! Кун пирки ҫӑлав службине «112» телефонпа пӗлтерӗр. Таврари ҫынсемпе кӳршӗсене пулӑшма чӗнӗр. Вут-ҫулӑм лаптӑкӗ пысӑках мар пулсан пушар хуралӗн ӗҫченӗсем киличчен пушара хӑвӑр тӗллӗн сӳнтерме тытӑнӑр. Огнетушительпе усӑ курӑр, вӑл алӑ айӗнче пулмасан ҫулӑма шывпа сапӑр, хулӑн пусмапа, кавирпе е утиялпа витӗр.

Патшалӑх пушар надзорӗн Комсомольскинчи уйрӑмӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *