Воскресенье, 19 мая

Ӗҫченлӗхпе хастарлӑхӗшӗн хисеплеҫҫӗ

Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Анатолий Семенович Гладкова таврара палламан ҫын ҫук. Пурнӑҫ ҫулне ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑскере ӗҫчен те маттур ҫын пек лайӑх пӗлеҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче «Гигант» колхоз таврари 6 ял ҫыннине пӗрлештерсе тӑнӑ. Колхозри ӗҫченсем вара яланах пӗр-пӗрне пулӑшса, килӗштерсе тӑрӑшнӑ.  Ял хуҫалӑх продукцине пуринчен малтан пуҫтарса илес вӑй-халпа ӗҫе утнӑ, район, республика шайӗнче палӑрма тӑрӑшнӑ. Аслисем ҫамрӑксене вӗрентсе пынӑ. Анатолий Семенович «Гигант» колхозӑн тӑрӑшуллӑ ӗҫченӗсенчен пӗри пулнӑ.

 «43 ҫул тӑван колхозра ӗҫлесе вӑхӑт мӗнле хӑвӑрт иртсе кайнине сиссе те юлаймарӑм, — тет вӑл иртнине аса илсе.  

Анатолин пурнӑҫ сукмакӗ ҫӑмӑл килмен.  Кӳршӗ ялти, Ҫӗнӗ Кипеҫри, шкултан вӗренсе тухсассӑн каччӑ  водитель профессине алла илнӗ. Унтан салтак аттине тӑхӑннӑ.  Ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн тӑван яла таврӑннӑ.  1974 ҫулта «Гигант» колхоза водителе ӗҫе вырнаҫнӑ.  Вунӑ ҫула яхӑн колхозра автомашинӑпа тӑрӑшнӑ.

— Паянхи пек  астӑватӑп, 1984 ҫулта мана комбайнер пулма шанчӗҫ, «уй-хир карапӗпе»  вырмана тухрӑм. Ҫул хыҫҫӑн ҫул кая юлчӗ.  31 ҫул тӑрӑшрӑм шаннӑ ӗҫре. Вырма вӑхӑтӗнче пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тырӑ тӗшӗлеттӗмӗр. Ҫак вӑхӑтра нумай ҫамрӑка ӗҫе хӑнӑхтартӑм. Хамӑн ывӑлсем те ӗҫҫи вӑхӑтӗнче хуҫалӑхра тӑрӑшнӑ, — каласа парать Анатолий Семенович. 

Ял хуҫалӑхӗн хастар ӗҫченӗ 3 теҫетке ҫул хушшинче   мӗн чухлӗ тӗш-тырӑ ҫапса тӗшӗленине шутласа та кӑлараймӑн.  Вӑл яланах чи лайӑх комбайнерсен шутӗнче пулнӑ.  Кашни ҫулах Тав хучӗсемпе Дипломсене тивӗҫнӗ.  Мӗн чухлӗ ҫамрӑк ӗҫчене  комбайн штурвалне тытма,  техника вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме вӗрентмен-ши вӑл?   Техникӑна чунтан парӑннӑскер, нумайӑшне  паха опытпа паллаштарнӑ пулӗ. Вӑл яланах ӗҫе  майне пӗлсе,  тӗплӗн тума хӑнӑхтарнӑ.

Вырма вӑхӑтӗнче комбайн штурвалне алран яман пулсассӑн, хӗл кунӗсенче Анатолий Семенович фермӑра слесарьте тӑрӑшнӑ.  Кашни кунах ӗҫе утнӑ вӑл. Пӗр сӑмахпа каласассӑн,  ял ҫынни ӗҫлемесӗр пурӑнман. Хӗлӗн-ҫӗвӗн ӗҫпе йӑпаннӑ. Паянхи кун та ӗҫсӗр лармасть ветеран. Ҫуллахи кунсенче мотоблокпа чылай ӗҫ пурнӑҫлать. Пушӑ вӑхӑтра велосипед ҫине ларса  сывлӑхне ҫирӗплетет, кирлӗ ҫӗре те наччасрах ҫитет.  Хӗллехи вӑрӑм кунсенче, кил-ҫуртри ӗҫрен пушансан, йӗлтӗр сырса ярӑнать.  Пурнӑҫ ҫулӗпе ҫичӗ теҫетке ҫул утса тухнӑ Анатолий Семенович паянхи кун та яш каччӑ пек. Вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре-ши? тесен, «Ӗҫе юратса пурнӑҫланинче, ӳркенсе тӑманнинче, пурнӑҫа юратнинче, ҫынсене хисепленинче», — тет вӑл.

Анатолий Семенович хӑй те ялти  хисеплӗ ҫынсенчен пӗри.  Ӑна ырӑ кӑмӑлӗшӗн, ӗҫченлӗхӗпе  хастарлӑхӗшӗн, ҫынна ӑнланса кирлӗ канаш пама пултарнӑшӑн,  анлӑ тавракурӑмӗшӗн хисеплеҫҫӗ.

Ҫемьере те   чунтан хисеплеҫҫӗ ӑна. Вӑл чи маттур, ӗҫчен,  кирек епле вӑхӑтра та алӑ парса пулӑшма пултаракан тете. Ултӑ пӗртӑван   мӗн ачаранах  пӗр-пӗрне хавхалантарса пурӑнаҫҫӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте тӗпленнӗ пулин те, тӑван киле пуҫтарӑнма,  тӗл пулса шӑкӑл-шӑкӑл калаҫма, ӗҫе йышпа пурнӑҫлама  вӑхӑт тупаҫҫех.   Ашшӗ-амӑшӗн пилне асра тытса килӗштерсе,  пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑнаҫҫӗ вӗсем.  Ачисемпе мӑнукӗсене те ҫак ырӑ йӑлана ӗмӗрепех тыса пыма хӑнӑхтараҫҫӗ. «Туслӑ пурӑннине мӗн ҫиттӗр;» — теҫҫӗ Гладковсем.

Александра Александровнӑпа Анатолий Семенович Гладковсем  46 ҫул пурнӑҫ сукмакӗпе пӗрле утаҫҫӗ.  Вӗсем виҫӗ ывӑла кун ҫути парнеленӗ,  тивӗҫлӗ воспитани парса, вӗренме пулӑшса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.  Паянхи кун ывӑлӗсем Левик, Славик, Владик ҫемье ҫавӑрса ача-пӑчаллӑ пулнӑ. Пурте Шупашкар хулинче тӗпленнӗ.  Канмалли кунсенче ачисемпе мӑнукӗсем тӑван киле пуҫтарӑнаҫҫӗ.  Кил-ҫурт ача-пӑча сассипе тулать. Ҫакӑнтан лайӑххи тата мӗн пур; Гладковсем ачисемпе,  мӑнукӗсемпе хӗпӗртесе  пӗтӗм  чун пуянлӑхне, ӑсталӑхне вӗсене пама тӑрӑшаҫҫӗ. Ахальтен мар мӑнукӗсем пурнӑҫ ҫулӗпе ҫирӗп утӑмсемпе утаҫҫӗ. Сӑмахран, чи аслӑ мӑнукӗ Дима  Мускаври ҫар университетӗнче пӗлӳ пухать, Дашӑпа Денис — Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем.  Семенпа Женя вара шкула тата ача садне   ҫӳреҫҫӗ.  Мӑшӑр савӑнӑҫӗ — ачисемпе мӑнукӗсенче. 

А.Мариян.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *