Хисеплӗ донорсем

Донор пулса ҫын пурнӑҫне ҫӑласси кашнин тивӗҫӗ шутланать. Пӗри хӑйӗн ӗмӗрӗнче пӗрре те юн парса курман пулсан, тепри 20—25 хут та ырӑ ӗҫ туса камӑн та пулин пурнӑҫне ҫӑлма пултарнӑ. Йӑлмахвара та ун пек ҫынсем пур. Вӗсенчен пӗри — Николай Григорьевич Константинов. Вӑл 25 хутчен юн парса  «СССР хисеплӗ донорӗ» 1-мӗш степеньлӗ паллӑна тивӗҫ пулнӑ.

Николай Григорьевич 1933 ҫулта ҫуралнӑ. Хирти Мӑнтӑрти ҫичӗ класлӑ шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн унӑн ҫӗршыва сыхлама ячӗ тухнӑ. Вӑл Тинӗс-ҫар флотӗнче тӑватӑ ҫул хӗсметре пулнӑ. Киле старшина званийӗпе таврӑннӑ.

Н.Г.Константинов «Знамя» колхозра нумай ҫул хушши вӑй хурать, механизатора вӗренсе тухсан тракторист пулса ӗҫлет. Тӑван хуҫалӑхра гражданла оборона ертӳҫинче тӑрӑшать, ҫав вӑхӑтрах ревизор тата парторг ӗҫӗсене пурнӑҫлать. Унсӑр пуҫне йӗтем ҫинче тырӑ алланӑ ҫӗрте сортировкӑпа ӗҫленӗ. Нумай-нумай Хисеп грамотине илме тивӗҫнӗ вӑл, «Коммунизмла ӗҫ ударникӗ» ята ҫӗнсе илнӗ.

Николай Григорьевич Йӑлмахва хӗрӗпе Елена Александровна Албутовӑпа пӗрлешсе ҫичӗ ача ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Сӑмах май каласан, Елена Александровнӑн та 3-мӗш степеньлӗ донор значокӗ пур.

Вӑл чылай ҫул «Знамя» колхозӑн выльӑх-чӗрлӗх  ферминче вӑй хунӑ, сыснасене пӑхнӑ. Ӗҫчен те пултаруллӑ хӗрарӑм темиҫе хутчен те «Чи лайӑх сысна пӑхакан» ята илме тивӗҫ пулнӑ. Тав хучӗсемпе Хисеп грамотисен вара шучӗ те ҫук. Елена аппана ял-йыш   Кайнлӑк ял Совечӗн депутатне те суйланӑ.

Мӗн пурнӑҫран уйрӑлса кайичченех ҫын хушшинче хисеппе пурӑнчӗ ҫак мӑшӑр. Халӗ те вӗсене ял халӑхӗ манмасть, ырӑпа кӑна аса илет.

Руфина СМИРНОВА.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *