Ултавҫӑсене ӗненнипе шар кураҫҫӗ

Ултавҫӑсене ӗненнипе шар кураҫҫӗ

Трактористсем, сутуҫӑсем, ыттисем… — тӗрлӗ професси ҫыннисем интернетра пысӑк укҫа ӗҫлесе илме пулать тесе шутлаҫҫӗ.

— Ман пата хам пӗлмен Егор шӑнкӑравларӗ те ҫапла каларӗ: «Эсир пирӗн сайт ҫине кӗтӗр, укҫа ӗҫлесе илме пултаратӑр». Эпӗ унран ыйтрӑм: «Мӗн чухлӗ?» Вӑл вара ҫапла хуравларӗ: «Уйӑхне 10—15 пин тенкӗ, анчах та тӳрех ун чухлӗ пулмасть, 3 уйӑхран 10—15 пин илме пуҫлатӑр».

Хӗрарӑм мӗн тумаллипе интересленнӗ. Егор ӑна инвестицие малтан укҫа хывма кирли ҫинчен каланӑ. Ялта пурӑнакан тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм хӑйӗн пурнӑҫӗнче нихӑҫан та укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫпе ӗҫлемен. Анчах та ватлӑхра интернетри инвестиципе интересленме пуҫланӑ. Малтанлӑха 60 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

— Инвестицисен сферине ытларах чухне ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑман професси ҫыннисем лекеҫҫӗ: строительсем, учительсем… Вӗсем ытлашши вӑй хумасӑрах нумай укҫа ӗҫлесе илесшӗн, — ӑнлантарать Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар хула тӑрӑхӗнчи управленийӗн информаципе телекоммуникаци технологийӗн сферинчи преступленисене тӗпчекен пай следователӗ Анастасия Иванова.

— Енчен те кам та пулин пысӑк сумма куҫарса парсан кӑна (ҫыннӑн мӗнпур укҫине, пурлӑхне) нумай укҫа ӗҫлесе илме май пур тесе пӗлтереҫҫӗ, пӗтӗмпех инвестицисене хывма сӗнеҫҫӗ пулсан, асӑрханӑр: чылай чухне аферистсем е ултавҫӑсем ҫапла хӑтланаҫҫӗ, — асӑрхаттарать Шалти ӗҫсен министерстви ҫумӗнчи Чӑваш Енри Обществӑлла канашӑн членӗ, информаци хӑрушсӑрлӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫлекен эксперчӗ Владимир Царев. Чӑваш Республикинче пурӑнакансем кӑҫал ҫеҫ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫавнашкал иккӗленӳллӗ интернет-биржӑсенче 100 миллион ытла пӗтернӗ.

Шалти ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри пресс-служби.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *